Карага районĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Карага районĕ (выр. Карагинский район) — Раççей, Камчатка Енĕн администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район). Коряк тăрăхĕнче кĕрет.
Администрациллĕ центр — Оссора паççулки (1930 ҫулччен Карага ялĕнче).
Remove ads
Географи
Карагин районӗ Камчатка ҫурутравӗн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ. Охот тинĕсĕн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнче, хӗвелтухӑҫӗнче — Беринг тинĕсĕпе ҫӑвӑнать. Виҫӗ территори зонинчен тӑрать: ҫурҫӗр, кӑнтӑр тата Карагинский (утрав). Район территорийӗн лаптӑкӗ — 40,6 пин км[1].
Ҫутҫанталӑк газӗпе нефть запасӗсем, хӑмӑр кӑмрӑк, ылтӑн, кӳкӗрт, платинӑсем, пӑхӑр никель рудисем пур.
Карага районĕ çурçĕр енче Пенжина районĕпе, çурçĕр-хĕвелтухăç Олютор районĕпе, кăнтăр енче Усть-Камчатск районĕпе, кăнтăр-хĕвеланăç енче Тигиль районĕпе чикĕленет.
Remove ads
Кунçул
Карагин районне 1926 ҫулта йӗркеленӗ, унăн администрациллĕ центр — Тиличики ялĕ. 1930 çулхи, раштавăн 10, Коряк наци тăрăхĕ йышăнăвĕ хыççăн, Карага районĕнчен Олютор районĕ тухнă. Район центрĕ Карага ялĕ тăнă. 1942 çулта Карага районне Ука ялканашĕ кĕнĕ.
1942 çултан, акăн 1, администрациллĕ центр — Оссора.
2007 çулччен, утăн 1, Коряк автономиллĕ тăрăхĕнче, Камчатка Енче вырнаçнă, халĕ Коряк тăрăхĕнче кĕрет.
Remove ads
Халăх
2023 çулта районта 3403 çын пурăннă.
- Наци йышĕ
Çурçĕр тăван пĕчĕк халăхсем — 36,9 %, вĕсенчен:
- коряксем — 35,2 %;
- ительменсем — 0,1 %;
- чукчасем — 0,04 %;
- эскимоссем — 0,04 %;
- эвенсем — 0,08 %;[2]
Муниципаллă тытăмлăх
карага муниципаллă районĕнче 5 муниципаллă йĕркеленӳсем кĕреççĕ, пурте ял тăрăхĕ пекех, тата 1 ял хушшинчи территори (Кострома ялĕ)[3][4].
| Муниципаллă йĕркеленӳ | |||||
| № | Муниципаллă йĕркеленӳ | Администрациллĕ центр | Пурăнан вырăнсен йышĕ | Халăх йышĕ[5] | Лаптăк, км2 |
| 1 | Оссора паççулки | Оссора паççулки | 1 | ▼1841 (2021) | 2058,16 |
| 2 | Ивашка ялĕ | Ивашка ялĕ | 1 | ▲626 (2021) | 5,42 |
| 3 | Ильпырский ялĕ | Ильпырский ялĕ | 1 | ▲131 (2021) | 22,16 |
| 4 | Карага ялĕ | Карага ялĕ | 1 | ▲320 (2021) | 3215,81 |
| 5 | Тымлат ялĕ | Тымлат ялĕ | 2 | ▲486 (2021) | 2,87 |
Remove ads
Экономика
Район территорийӗнче пулӑ тытас тата пӑлан ӗрчетес ӗҫе аталантарчӗҫ. Ялхуҫалӑх культурисене ӳстерессипе пӗр хуҫалӑх та ӗҫлемест. Территори дотаци территорийӗ шутланать.
Паллă çынсем
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads
