Качалав

From Wikipedia, the free encyclopedia

Качалавmap
Remove ads

Качалав, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Ехремкасси ял тăрăхĕ шутне кĕрет.

Краткие факты
Remove ads

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

Ялĕнче Чапаев тата Чехов урамĕсем пур, 227 çын (2006) пурăнать. 1859 çулта ялта 24 кил, 74 арçынпа 79 хĕрарăм, 1907 — 275 çын, 1927 — 61 киллĕ ялта 306 çын пурăннă.

Истори

1927 çулчен Етĕрне уесĕн Ассакасси вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Этимологи

Качук, Качей, Кача — авалхи чăвашсен ячĕсем.

Паллă çынсем

  • Лаврентьев Валерий Зиновьевич, — РФ тава тивĕçлĕ çурт-йĕр тăваканĕ (2009).
  • Чашкова Тамара Георгиевна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
  • Шлябина Людмила Михайловна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.

Вуламалли

  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads