Кашмашри халăх театрĕ
Кашмаш ялĕнче вырнаçнă халăх театрĕ From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Кашмашри халăх театрĕ — Муркаш районĕнчи (Чăваш Ен) Кашмаш ялĕнче вырнаçнă халăх театрĕ[1].
Remove ads
Пĕрлехи хыпарсем
Истори
Кашмашри культура çуртĕнче 1991 çулта драма пултарулăх кĕтесĕ ĕçлеме тытăннă. Çак хевтеллĕ ĕçе клуб ертӳçи Николаев Илья Алексеевич пуçарса янă.
Пĕрремĕш утăмсенче коллектив Е. Никитинăн «Хавруш инке чирлени», Н. Терентьевăн «Ĕмĕтсем: ĕмĕтсем???» пьесисене лартнă. Юнашар культура çурчĕсене кăтартма çӳренĕ.
1998 çултанпа Культура çурчĕн ертӳçи Роза Петровна Николаева, Шупашкарти педучилищинче пĕлӳ илнĕскер, театра йĕркелесе пынă, спектакльсемпе халăха савăнтарнă.
Актёрсен ăсталăхĕ ӳссе пынă çем театр нумай актлă пьесăсене лартма тытăннă. Е. Никитинăн «Хуняма», Н. Айзманăн «Арăмĕ ĕçлекенни, упăшки канаканни», Н. Терентьевăн «Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере»; А. Волковăн «Туй икерчи», вĕсенче ял çыннисен пурнăçне, хальхи саманари йывăрлăхсене çĕнтернине кăтартнă. Çĕнĕ Культура çурчĕ уçăлсассăн драма ушкăнне çӳрекенсем йышланнă. Кунта тĕрлĕ профессие алла илнĕ çынсем хутшăнаççĕ.
Пултарулăха малалла тăсма культура çуртĕнче Чăваш патшалăх театрĕн филиалне уçни çав тери пулăшнă. Çулталăкра темиçе хутчен те Шупашкарти артистсемпе режиссёрсем ялти сцена ăстисемпе тĕл пулаççĕ, семинарсем, ăста лабораторисене ирттереççĕ.
2005 çулта Кашмашри театра «халăх» ячĕпе чысланă.
Remove ads
Литература
- Л. П. Сергеев, «Моргаушский район. Краткая энциклопедия», Шупашкар, 2002.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads