Никитин Ефим Никитич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Никитин Ефим Никитич (22.3.1912, Арапуç ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни — 26.10.2000, Шупашкар, Чăваш республики) — чăваш драматургĕ, актёрĕ.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1953), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1968), РСФСР халăх артисчĕ (1975). 1972 çулта унăн ятне Чăваш Енĕн Ӗç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине çырса кĕртнĕ.
Remove ads
Пурнăçĕ
1912 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнче çуралнă. Шупашкарти музыкăпа театр техникумĕнче вĕреннĕ. Каярахпа Çамрăксен театрĕнче вылянă, Иккĕмĕш колхозĕн чăваш театрне ертсе пынă. 1943 çултанпа вăхăта сиктермесĕр Чăваш патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче вылянă.
Ефим Никитич Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Тăван çĕршывăн 2-мĕш степеньлĕ орденĕпе, ăна медальсемпе чысланă.
2000 çулхи юпа уйахĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Remove ads
Ӗçĕсем
Сцена çинче унăн «Сарпике», «Кукша Иван», «Вăрланă хĕр», «Майлаштарчĕç» пьесисене лартнă.
«Кукша Иван» — унăн пĕрремĕш нумай пайлă пьеса. Ăна 1940 çулта «Сунтал» журналта пичетленĕ.
Çавăн пекех вăл «Хуняма» пьесăн авторĕ.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads