Кивĕ Майна районĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Кивĕ Майна районĕ — Чĕмпĕр облаçĕн Атăл леш енчи çурçĕр-тухăç çĕрĕнче вырнаçнă. Аминистраци центрĕ — Кивĕ Майна.
Remove ads
Тавралăхĕ
Территори çурçĕртен кăнтăралла 59 çм, анăçран тухăçалла — 47 çм. Территори лаптăкĕ — 2044,1 пин. çм² е облаçĕн территорин 5,5 %.
Район территорине хумлă тӳрем витет, ăна Майнăн айлăмĕ икке — çурçĕррине тата кăнтăррине — пайлать. Çĕр пичĕн таткаланчăкĕ ытларах кăнтăр енче (Майна — Утка шывсем юхакан çĕрсенче), унта çӳллĕ хумлă, хăш çĕрте сăртлă айлăм пулса тăрать, çырма-çатра эрешĕллĕ. Районăн шыв тĕп артерисем — Урень тата Хĕрле шыв. Кивĕ Майна кӳлмекĕнче Чĕмпĕр облаçĕн халăх кăмăлланă кану вырăнăвĕ (пионер лагерĕсем, турбазисем, кану çурчĕсем). Кивĕ Майна çумĕнчи Куйбышев шыв управĕнче Головкин утравĕсем тупăнаççĕ. Кивĕ Майна районĕн сунар ĕшлĕхĕсем çав тери илĕртӳллĕ.
Тăпралăхĕпе Кивĕ Майна район тухăç тăпраллă пулать. Хура тăпраллă çĕр лаптăкĕ районăн 61,9 % хуплать. Район территоринче торф çĕр управĕсем чылай.
Remove ads
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
Халăх йышĕ 19,9 пин çын (2005). Районта вырăссен шучĕ 77 % ытла. Тутарсем — 9 % ытла, чăвашсем — 8 %, мордвасем — 3 %.
Кивĕ Майна район шутне 13 ял тата 1 поселок администрацийĕ кĕрет (пĕтĕмпе 38 ялпа хула евĕр 1 посёлок).
Хуçалăхĕ
Район ялхуçалăхпа промăçлăх ĕç-хĕл никĕсĕпе хăтлă пурăнать. Çĕр пурри енĕпе, ял хуçалăх ĕçлĕхĕпе (тырпул пухса илни, аш-какай, сĕт-çу тупăçлани) район Чĕмпĕр облаçĕнче вăтамми шутланать. Районăн промăçлă тупăшĕ облаçĕн 0,1 % шутне кĕрет. Çапла ĕнтĕ, район аграрлă-промăçлă шутланать.
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads