Тупа (фильм, 1946)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Тупа (выр. Клятва) — Михаил Чиаурели режиссёр Тбилиссири киностудире ӳнерленĕ совет илемлĕ фильмĕ. Совет сталинианин витĕмлĕ тĕслĕхĕ.

Краткие факты Жанр, Режиссёр ...
Remove ads

Сюжет

Шартлама хĕлле, çĕнĕ 1924 çул çитес умĕн Степан Петров большевик Ольга хĕрĕпе çеçенхирпе Царицына пырать. Çул çинче вĕсене кулаксен банди хăваласа çитет те Степана вĕлереççĕ. Вилес умĕн вăл хăйĕн Варвара арăмне В. И. Ленина кулаксен тискерлĕхĕ пирки каласа кăтартнă çырăва парать. Варварăпа Ольга çуран Мускава утса çитеççĕ, унтан вĕсем ытти ходоксемпе (?) пĕрле Горкине каяççĕ. Интернационаллă ушкăн (украин Баклан, грузин Георгий, узбек Юсуп) Горкине çитеççĕ, Ленин вилнине пĕлеççĕ те хытă хуйхăраççĕ.

Правительствăри хăшпĕр пайташсем (Бухарин тата Каменев) Ленин планĕсене тепĕр майлă тăвасшăн хăтланаççĕ, анчах та ытларахăшĕ (Дзержинский, Микоян, Ворошилов) Сталин тавра чăмăртанаççĕ. Иосиф Виссарионович Хĕрлĕ лапамри трибуна çине хăпарса Ленин халалĕсене пурне те чыспа пурнăçа кĕртмешкĕн тупа тăвать, çакăн хыççăн Варвара Петрова ăна çыру парать.

Сергей Петров пĕрремĕш совет тракторĕ çинче Хĕрлĕ лапама çитет, унăн таврашĕнче индустриализаци пирки дискусси пуçланать, Сталин двара Бухарина тавăрса ярать те Ленинăн «çĕр пин трактор» халалне пурнăçа кĕртме чĕнет.

Каярах аслă ывăлĕ, Александр Петров — Атăл çинчи мăн стройкăн — Сталинградри трактор савучĕн — ертӳçи пулса тăрать. Сиен кӳрекен тăшмансем чĕртсе яраççĕ, çавăнта Ольга Петрова сарăмсăр вилет.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи, Варвара Михайловна хăйĕн ачисене тăван çĕре хӳтĕлеме ярать. Кĕçĕнни Мускаври çарсен чӳкри парадĕнче тупа тăвать, асли танксен колоннипе Сталинград савутĕнчен тӳрех фронта тухсать те пуçне хурать. Вăрçă хыççăн Кремльти Георгий залĕнче Петрова иккĕмĕш хутчен Сталинпа тĕлпулать. Сталин ăна Тăван çĕршыв ятĕнчен ăна тав тăвать.

Remove ads

Рольсенче

  • Михаил ГелованиСталин
  • Алексей ГрибовВорошилов
  • Николай КоноваловКалинин
  • Роман Юрьев — Андрей Жданов
  • Николай РыжовКаганович
  • Г. Мушегян — Анастас Микоян
  • Виктор МироновМолотов
  • Александр ХвыляБудённый
  • Фёдор Блажевич — Жуков
  • Георгий Бельникевич — Киров
  • Софья ГиацинтоваВарвара Михайловна Петрова
  • Николай БоголюбовАлександр Петров / Степан Петров
  • Дмитрий Павлов — Сергей Петров
  • Светлана Боголюбова — Ольга Петрова
  • Николай ПлотниковИван Ермилов
  • Тамара МакароваКсения
  • Владимир СоловьёвСемён Рузаев
  • Сергей БлинниковБаклан
  • Георгий СагарадзеГеоргий
  • Павел Исматов — Юсуп Тургунбаев
  • Владимир БалашовАнатолий Липский
  • Илья НабатовЖорж Бонне
  • Николай Чаплыгин — Джонсон, британ журналисчĕ
  • Максим ШтраухРоджерс, американ журналисчĕ
  • Владимир Марута — Кайзер
  • Владимир ГайдаровФридрих Паулюс (титрта çук)
  • Василий Меркурьевгенерал Воронов (титрта çук)
  • Эммануил АпхаидзеПапанин (титрта çук)
  • Николай Горловнимĕç офицерĕ (титрта çук)
  • Аркадий ЦинманПарисри совет элчелĕхĕн ĕçлевçи (титрта çук)
  • Евгений Григорьеврабочий
Remove ads

Ӳнерлекен ушкăн

  • Режиссёр - Михаил Чиаурели
  • Сценарист - Михаил Чиаурели
    Пётр Павленко
  • Композитор - Андрей Баланчивадзе
  • Оператор - Леонид Косматов

Чыслани

  • 1946Тĕнчери Венециан кинофестивалĕ — тĕнчери критиксен жюрин ятарлă асăнăвĕ.
  • 1947 — I степеньлĕ Сталин премийĕ .

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads