Коломийцева Анна Андреевна

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Анна Андреевна Коломи́йцева (10.11.1898, Чулхула, Чулхула кĕпĕрни, Раççей империйĕ — 1976, Мускав, РСФСР, ССРП) — совет театр/кино актриси. Иккĕмĕш степеньлĕ Сталин премин лауреачĕ (1951), РСФСР халăх артисчĕ (1969).

Коломийцева хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Краткие факты Çуралнă чухнехи ят, Çуралнă вăхăт ...
Remove ads

Биографи

Анна Коломийцева (чăн хушамачĕ — Пузанова, Коломийцева — сцена çинчи псевдонимĕ, ăна 1922 çулта илнĕ) 1898 çулхи чӳкĕн 10-мĕшĕнче Канавино хулинче (халĕ Чулхула йышĕнчи район) çуралнă.

Амăшĕ — Пузанова Александра Ивановна (1868—1942). Ашшĕ — Пузанов Андрей Кондратьевич (1867—1928). Пиччĕшĕ — Пузанов Валентин Андреевич (1896—1930).

1919 - 1921 çулсенче Чулхулари драма театрĕ çумĕнчи шкулра вĕреннĕ. Пролеткульт çар театрĕн актриси, кайран — Мускаври ĕçтешсен куçса çӳрекен театрĕн актриси пулнă.

1925 - 1930 тата 1932 - 1974 çулсенче — МӲАТ актриси. Унăн сцени çинче актриса 50 ытла роле сăнарланă. Пĕрремĕш ĕçĕ — «Пурнăç çапăçăвĕ» Клеменси сăнарĕ (1924). Миссис Клоппинс («Пиквикский клуб»), Глаша («Гроза»), Аннушка («Анна Каренина»), Акулина Ивановна («Мещане», 1949) ролĕсене пĕрремĕш выляканĕ.

1950 çултанпа пĕчĕк рольсене выляса кинора çапăнма тытăннă. Ытларах хăйĕн упăшкин — Сергей Блинниковăн — партнёрĕ пулса ĕçленĕ: Коротеев арăмĕ («Иван Бровкин салтак» тата «Иван Бровкин на целине»), Людмила Ивановна Зубова («Тĕрлĕрен шăпа»).[1]

1974 çулта пенси çине тухнă.

1976 çулхи утăн 30-мĕшĕнче Мускавра хăйĕн пурнăçĕн 78-мĕш çулĕнче вилсе кайнă. Новодевичье çăвинче, упăшикипе юнашар (7-мĕш пайрăм, сылтăм енĕ, 9 касă) пытарнă.

Килйыш

Thumb
Блинниковсен вилтăпри. Новодевичье çăви, Мускав.
Remove ads

Пултарулăхĕ

Анна Коломийцева — ытларах вырăсла репертуарта ĕçленĕ актриса. Уйрăмах ăна лăпкă чĕреллĕ карчăк — Михевна («Последняя жертва»), Марина («Ваня тетте»), Анфиса («Виçĕ тăван хĕр»), Христина Архиповна («Платон Кречет») — ролĕсене сăнарлама майлă пулнă.

Ӳнер Театрĕнче ĕçтешсем Коломийцевăна «хăтаракан-пулăшакан» тесе шутланă. Вăл кирек хăçан та чирленĕ актрисăна ылмаштарма пултарнă, кĕтмен çĕртен çав тери йывăр ситуацире те кирлĕ пулнă. Унăн ятне МӲАТ ертӳхлĕхĕ яланах ырласа театрти «Пĕлтерӳсен хăми» çинче çырнă.

1942 çулта Коломийцевпа Блинников чылай укçа парса Хĕрлĕ Çар валли бомбардировщик тума пулăшнă.

Театр

  • 1924 — «Пурнăç çапăçăвĕ», Ч. ДиккенсКлеменси
  • 1930«Чĕрĕлни», Л. Н. Толстой пьесипе — Федосья, каярах — Сторожиха
  • 1934«Аслати», А. Н. ОстровскиГлаша
  • 1934«Пиквик клубĕ», Ч. Диккенсмиссис Клоппинс
  • 1935 тата 1963 — «Платон Кречет», А. Е. КорнейчукХристина Архиповна
  • 1936 — «Любовь Яровая» К. А. ТренёваТатьяна Хрущ
  • 1937«Анна Каренина», Л. Н. ТолстойАннушка
  • 1942 тата 1956«Кремль куранчĕсем», Н. Ф. ПогодинАнна, Чуднов арăмĕ
  • 1943 — «Тарăн разведка», А. А. КронОльга Петровна Андреянова
  • 1944«Синкер вĕçкайăк», М. МетерлинкАсанне
  • 1947«Кусем-каçсем», К. М. СимоновАня Клименко амăшĕ
  • 1948«Таланты и поклонники», А. Н. ОстровскийМатрена
  • 1949«Мещансем», М. ГорькийАкулина Ивановна
  • 1950«Последняя жертва» А. Н. ОстровскогоМихевна
  • 1950 — «Иккĕмĕш юрату», Е. Ю. Мальцев тата Н. А. ВенкстернМаланья
  • 1954«Ваня тетте», А. Н. ЧеховМарина, ватă няня
  • 1958«Виç тăван хĕр» А. Н. ЧеховаАнфиса
  • 1964 — «Эп Хĕвеле куратăп», Н. Думбадзе пĕр ятлă повеçĕпе. Н. Думбадзе тата Г. Лордкипанидзе инсценировки (Л. Г. Зорин куçарнă тата сцена валли редакциленĕ) — '
  • 1966«Ревизор», Н. В. ГогольУнтер-офицерша
  • 1967 — «Будни и праздники», А. А. Галич тата И. Грекова — Маша акка
  • 1971 — «Дульсинея Тобосская» А. М. ВолодинАнна-Мария
  • «Мёртвые души», Н. В. ГогольФетинья, Мавра, Коробочка
  • «Фёдор Иоаннович патша» А. К. ТолстогоВасилиса Волохова
  • «Ват кукка тĕлĕкĕ», Ф. М. Достоевский повеçĕпе — Фелицата Михайловна, Екатерина Петровна тата Карпухина

Фильмографи

  1. 1950Донецк шахтёрĕсемМаруся, Горовой арăмĕ (титрта çук)
  2. 1953Анна Каренина (фильм-спектакль) — Аннушка, горничная Анна
  3. 1955Иван Бровкин салтакЕлизавета Никитична, Коротеев арăмĕ
  4. 1956Тĕрлĕрен шăпаЛюдмила Ивановна, Зубов арăмĕ
  5. 1957Трубачёв тĕкĕрчĕ çапăçатьТётушка (титрта çук)
  6. 1958Иван Бровкин на целинеЕлизавета Никитична, Коротеев арăмĕ
  7. 1960Ахаль историИван Лыковăн амăшĕ (титрта çук)
  8. 1961Манăн шăллăмЗинаида Петровна, мускаври çурт картишĕнчи хĕрарăм (титрта çук)
  9. 1962Çиччĕмĕш çулташ (фильм-спектакль) — Пелагея, нянька
  10. 1963Халь тухса кайтăрахмиссис Хильда Бистон, хăна çурчĕн хуçайки
  11. 1965Сăмахлăх вĕрентӳçиНяня
Remove ads

Чыслани

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads