Королёв Сергей Павлович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Серге́й Па́влович Королёв (1906 сулхи раштав, 30 ( 1907 çулхи кăрлач, 12), Житомир — 1966 çулхи кăрлач, 14, Мускав) — совет ăслăхçи, конструктăр тата СССР-ăн ракета-космос карапĕсен тата ракета хĕçпăшалĕн техникин ăстала ертӳçи, совет космонавтикин ашшĕ.
Сергей Королёв —стратегиллĕ совет вăтам тата континентсем хушши инçетлĕ ракета хĕçпăшалне тăваканĕ тата ĕçлĕхлĕ космонавтикăна никĕслекенĕ. Ракета техники вали вăл шутласа кăларнă конструктор ĕç-хĕлĕ совет ракетăллă хĕçпăшал аталанăвĕнче çав тери сумлă пулать, ĕçлĕхлĕ космонавтикăшăн тĕнчелле паллă куранать. С. П. Королёвăн хастар ĕçĕ-хĕлĕ пирĕн çĕршыва стратегиллĕ паритета хăпартать, СССР малти ракетă-космос тĕрĕклĕхĕ пулса тăрать.
Икĕ хутчен Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ, Ленин преми лауреачĕ, ССРП Ăслăăх Академийĕн академикĕ. ССКП шутĕнче 1953 çултанпа.
Remove ads
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
С. П. Королёв 1907 çулта кăрлач, 12 Житомир хулинче (Украина) вĕрентӳçĕсен çемйинче çуралнă. Виçĕ çул тултарсан ашшĕпе амăшĕ уйрăлаççĕ. Сережăна вара амăшĕ Нежина кукамăшĕпе кукаçĕ патне кайса яраççĕ. 1917 çултанпа амăшĕпе тата усрав ашшĕпе, Мария Николаевна тата Григорий Михайлович Баланинсемпе Одессăра пурăнать, вĕсен пулăшăвĕпе шкул программине ăс-тăна илет. Шкул çулĕсенчех Сергей питĕ тавçăруллă тата авиаци техники патне чарайми туртăмлă пулнă. 1922-24 çурт-йĕр тăва профессиллĕ шкулта вĕреннĕ, тĕрлĕ курсра та пĕлӳ пухнă.
Баллистика ракетисене ăсталани
Çын тунă Çĕрĕн пĕрремĕш спутникĕ

Remove ads
Королёв ятне панă
- Марс çинчи кратер
- Уйăхăн тĕттĕм енчи кратер
- Астероид 1855 Королёв
- 1996 çулта Мускав облаçĕнчи Калининград хулине Королёв ята куçарнă. Королёв ятне хулан тĕп проспекчĕ йышăнать.
- СПАУ — Самара С. П. Королёв ячĕллĕ Патшалăх Аэрокосмос Университечĕ.
- С. П. Королёв ячĕллĕ Ракета-космос корпорацийĕ (РКК) «Энергия»
- Ăслăх-тĕпчев карапĕ «Академик Сергей Королёв»
- Чылай хуласенчи урамсене унăн ячĕпе хисепленĕ
Remove ads
Вуламалли
- Энциклопедия КОСМОНАВТИКА, издательство «Советская энциклопедия» 1985
- Голованов Я. На пороге // Голованов Я. Дорога на космодром. — М., 1982. — С.400-525
- Королёв Сергей Павлович //Что такое. Кто такой: т.2 -М. 1976. -C.88
Çавăн пекех пăхăр
- Королёв (кинофильм)
- Битва за космос (телесериал)
- Укрощение огня (кинофильм)
Каçăсем
- 2007 ҫулхи Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ. С. П. Королёв кун-çулĕ 2007 ҫулхи Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- С. П. Королёв çинчен архив материалĕсем 2007 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Проспект Королева. О чем предпочитают вспоминать и не вспоминать в дни столетия человека, выведшего нас в космос 2012 ҫулхи Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- С.П. Королевăн Житомир хулинчи çурчĕ-музейĕ(ĕçлемен каçă)
Remove ads
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads