Космос рейсĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Космос рейсĕ (выр. Космический рейс) — «Мосфильм» киностудире Василий Журавлёв режиссёр 1935 çулта ӳнерленĕ сасăсăр ăслăх-фантастика жанрĕнчи совет фильмĕ.
Remove ads
Сюжет
Мускав. 1946 çул, çулла. Мускаври К. Э. Циолковский ячĕллĕ планетăсем хушшинчи хутшăнусен институтĕнче Уйăх çине вĕçсе çитмешкĕн пĕрремĕш хăтланусене ирттереççĕ. Хăтланусем ăнăçу кӳмеççĕ. Космос хăпартнă кролик вĕçевре пĕтет. Иккĕмĕш ракета борчĕ çине кушака лартса янă карап çухалать. Çав хушăрах Уйăх çине питĕ пысăк космос «Иосиф Сталин» ракетопланĕпе ăна тăваканĕ Павел Иванович Седых академик хăйĕн ĕçтешĕсемпе — Карин профессорăн ассистенчĕпе Маринăпа тата карап çине вăрртăн лекнĕ çамрăк Андрюша Орлов ăслайçăпа — пĕрле космоса хăпарса каять.
Çулçӳревçĕсем Уйăхăн тепĕр енче анса лараççĕ, унтан Çĕрĕн курăнакан енне куçаççĕ те ССРП сăмаха сигналпа яраççĕ, вăл Çĕр çинчи телескопсене çитет Экипажăн йӳçамăш çитменнипе проблема сиксе тухать, çапах та уйăх атмосферин шăннă юлашкисене тупса йывăр синкекрен хăтăлаççĕ.
Уйăх çинче салакайăк пек сиккелесе, маттурсем Çĕр çине таврăнаççĕ. Вĕсемпе пĕрле иккĕмеш ракетăпа хăпарнă кушак та килет. Совет Пĕрлешĕвĕн тĕп хулинче мăнаçлăн пĕрремĕш космонавтсене кĕтсе илеççĕ.
Remove ads
Рольсенче
- С. П. Комаров — академик Седых
- В. И. Ковригин — профессор Карин
- Н. Феоктистов — аспирант института Виктор Орлов
- Василий Гапоненко — Андрюша Орлов
- Ксения Москаленко — Марина, Карин профессорăн ассистенчĕ
- Сергей Столяров — начальник старта (титрта çук)
Ӳнерлекен ушкăн
- Режиссёр — Василий Журавлёв
- Сценарист — Александр Филимонов
- Музыкальное оформление — В. Кручинина
- Операторсем — Александр Гальперин, И. Шкаренков
- Звукооператор — А. Западенский
- Ӳкерçĕсем — Алексей Уткин, Юрий Швец, Михаил Тиунов
- Директор — Борис Шумяцкий
Асăрхавсем
Литература
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads