Котлеев Виталий Иванович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Котлеев Виталий Иванович (29.10.1933, Урпаш, Çĕрпӳ районĕ Чăваш АССР, РСФСР, ССРП — 16.5.1989, Шупашкар, РСФСР, ССРП) — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ.

Краткие факты Çуралнă вăхăт:, Çуралнă вырăн: ...

ССРП тата РСФСР халăха вĕрентес ĕçĕнче палăрнăскер, Чăваш АССР Аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен чăваш патшалăх премин лауреачĕ (1991)[1].


Remove ads

Биографи

1933 çулхи юпа уйăхĕн 29 Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Урпаш ялĕнче çуралнă. 1953 çулта Чăваш патшалăх И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш Республикин Министрсен Совечĕ çумĕнчи чĕлхе, литература, истори тата экономика наука тĕпчев институчĕн ăслăх ĕçтешĕ (1958—1959), Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вĕрентекенĕ, доценчĕ (1963—1989), вырăс чĕлхи кафедрин пуçлăхĕ (1967), филологи факультечĕн деканĕ (1971) пулнă.

1989 çулхи çу уйăхĕн 16 Шупашкарта вилнĕ. Тăван ялĕн çăвинче пытарнă.

Ăслăхри ĕç-пуçĕ

«Структура слога в чувашском языке» темăпа доктор диссертацине çырнă.

Чăваш чĕлхи фонетикин чи паллă специалисчĕ, сасă тытăмне фонологи енчен тишкерессине пуçараканĕ. Унăн фонетика ыйтăвĕсене çутатса паракан ĕçĕсем пĕр пĕтĕмĕшле системăллă курсăн пайĕсем пулса тăраççĕ. Чăваш чĕлхинчи фонемăсен системине, сасăсен пулăвне, вĕсен пахалăхне, сасăсене фонологи енчен, чăваш чĕлхин сасă тытăмне пуçласа сыпăк сингармонизмĕпе çыхăнтарса тĕпченĕ. Сингармонизмлă сыпăксене вĕсенчи уçă сасăсемпе хупа сасăсене тата фонетикăри ытти тĕрлĕ пулăмсене, вĕсен физиологийĕпе акустика паллисене тĕрлĕ приборсемпе усă курса тĕпченĕ.

Çĕнĕ терминсем тăвас ĕçе йĕркеленĕ, фонетикăн чи кирлĕ ăнлавĕсен чăвашла-вырăсла словарьне туса хатĕрленĕ.

Виталий Котлеев ĕçĕсем ют çĕршывсенче тухса тăракан сборниксемпе журналсенче те пичетленнĕ.

Кĕнекесем

  • Фонетика. Ш , 1978;
  • Чăваш чĕлхин сасă тытăмĕ. Ш., 1981;
  • Чăваш, фонетика терминологийĕ çинчен // Ăслăлăх çырăвĕсем. 88-мĕш кăларăм. Ш., 1979;
  • Чăваш чĕлхи. Ш., 1988 (Л.П. Сергеевпа пĕрле).
Remove ads

Литература

  • Хузангай А. П. Котлеев Виталий Иванович // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001.
  • Сергеев Л.П., Чернов М.Ф. Чăваш чĕлхин сасă тытăмĕ çинчен // Коммунизм ялавĕ. 1982. Янв. 14-мĕшĕ;
  • Котлеев В.И. // Сов. Чувашия. 1989. 16 мая;
  • Федотов М. Р. Пурсăмăра та кирлĕ грамматика // Ком. ялавĕ. 1989. Янв. 14-мĕшĕ;
  • Горшков А.Е. Вăхăтсăр сӳннĕ талант //Хыпар. 1993. Окт. 29-мĕшĕ.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads