Крымсарайккă

From Wikipedia, the free encyclopedia

Крымсарайккămap
Remove ads

Крымсарайкă, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Крымсарайкă ял тăрăхĕн тĕпĕ шутланать.

Краткие факты
Remove ads

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Ялта 66 çын (2006) пурăнать. Икĕ урам — Шкул тата Коммуна урамĕсем.

Истори

1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Этимологи

Малтан Турикасси, Чуракасси ятсемпе паллă пулнă. Крымсарайкă ячĕ 1955 çултанпа çирĕпленнĕ.

Ятне икĕ тĕрлĕ ăнлантарма пулать: 1. Вăл авалхи çу чăвашсен пайăр арçын ятĕнчен пулса кайнă. Ку ячĕ икĕ пайран тăрать — Крым - мул, сарай - кермен. 2. Çак пайăр ят чăвашсен хушшинче XVI ĕмĕр пуçламăшĕнче сарăлма пултарнă. Ял ятне тутар-монголсен пусмăрĕн тапхăрĕпе те çыхăнтарма пулать: Крым ханлăхĕ.

Ялти ватăсем çапла каланă:

Ĕлĕк пирĕн ялта Кăмсарай ятлă ват çын пулнă. Унăн тăванĕсем халĕ те ялта пурăнаççĕ (Комзаков хушаматлă). Ял ту хĕрринче ларнă. Кăмсарай старикăн чурасем пулнă. Çавăнпа та яла Чуракасси тенĕ.

1885 - 1886 вĕренӳ çулĕнче ялта шкул уçнă.

Remove ads

Вуламалли

  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".

Паллă çынсем

  • Николаева Зинаида Николаевна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ учителĕ.

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads