Крым тутарĕсем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Кры́м тутарĕсем (крым-тут. qırımtatarlar, къырымтатарлар, ед. ч. qırımtatar, къырымтатар) е кры́мсем[9][10][11] (крым-тут. qırımlar, къырымлар, пĕр. х. qırım, къырым) — историлле Крымра чăмăртаннă халăх. Алтай çемьинчи тĕрĕк ушкăнĕнчи крым тутар чĕлхипе пуплеççĕ. Крым тутарĕсен чылайрахăшĕ — ханафит мазхабĕ йышĕнчи мусульман-суннитсем.

Remove ads
Вырнаçни
Чылайрахăшĕ Крымра (260 пине яхăн) тата континентри Раççей çумĕнчи районсенче (4 пин, ытларах Краснодар Енĕнче), çаплах Турцире, Румынире (24 пин), Ӳспекстанра (90 пин[5], хаклавсемпе, 10 пинрен 150 пине çити), Украинаре, Болгарире (3 пин) пурăнать. Крым тутарĕсен вырăнти организацисем хыпарланипе, Турцири крым тутарĕсен диаспори çĕршер пин çына çитет, анчах та йышĕ пирки официаллă çирĕплетӳ çук, мĕншĕн тесен Турцире çĕр-шыври нацисен йышĕ пирки пĕлтермеççĕ.
Remove ads
Кун-çулĕ
Этногенез
Крым ханлăхĕ

Крым халăхĕ тĕплĕнех Крым Ханлăхĕ тапхăрĕнче чăмăртаннă.
Крым тутарĕсен патшалăхĕ — Крым Ханлăхĕ — 1441 - 1783 çулсенче тытăнса тăнă. Хăйсен кун-çулĕн чылайрахăш пайĕнче вăл Осман империне пăхăнса тăнă, унăн тăмарĕ шутланнă. Крыма ертсе пыракансем Герай (Гирейсен) ăрачĕ пулнă, ăна пуçарса яраканĕ — пĕрремĕш хан Хаджи I Герай. Крым Ханлăхĕ тапхăрĕнче крым тутарĕсен культури, ӳнерĕ тата литератури мăнаçлăха çитет. Крым тутарĕсен çак чухнехи поэзин классикĕ — Ашик Умер. Çавăн пекех Махмуд Кырымлы тата хан Газы II Герай Бора сăвăçа асăнмалла. Çав вăхăтри паллă архитектура палăкĕ — Бахчисарайри хан керменĕ.
Раççей империнче
Раççей администрацийĕ хĕстернипе, крым тутар çĕр ĕçтешĕсен харпăрлăхне патшалăха туртса илнипе крым тутарĕсем нумаййăн Осман империне эмиграциленĕ. 1790-мĕш тата 1850-мĕш çулсенче эмиграцин иккĕ хумĕ çапнă крым тутарĕсене. XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнчи тĕпчевçĕсем — Ф. Лашковпа К. Герман — çырнипе, Крым Ханлăхĕн çурутрав пайĕнче 1770-мĕш çулсен тĕлне 500 пине яхăн çын пурăннă, вĕсенчен 92 % крым тутарĕсем пулнă. Раççейри пĕрремĕш 1793 çулхи халăх çыравĕпе Крымра 127,8 пин çын пурăннă, çав шутра 87,8 % крым тутарĕ. Çакăн пек, 10 çул раççей влаçĕ тытăнса тăрсан Крымра пурăнан халăхăн 3/4 пайĕ çурутравран тухса кайнă. 1850-мĕш çулсенче 300 пине яхăн крым тутарĕ Крыма пăрахса кайнă.[12] Çавсен нĕселĕсем ĕнтĕ Турцири, Болгарири тата Румынири крым тутарĕсен диаспорине кĕреççĕ. Вара Крымăн çеçенхир енĕнче ял хуçалăхĕ пĕтсе ларнă. Çавăн чухнех Крыма крым тутарĕсен чылайрахăш элити пăрахса каять. Çакăнпа пĕрлех метрополии территоринчен Раççей правительстви йыхравланипе куçса килнисем Крыма колонилеме тытăнаççĕ. Раççей аннексийĕччен Крымра пурăннă 1 мильон крым тутарĕ халăхĕн йышĕнчен XIX ĕмĕрĕн вĕçнелле 200 пинрен сахалтарах юлнă, которые составляли около четверти всего крымского населения. 1917 çул тĕлне мĕнпур эмигрант йышĕ 1,8 млн çынна çитнĕ.
Граждан вăрçи тата Крым АССР

Крым нимĕç оккупацинче
1941 çулхи чӳкĕн варринчен пуçласа 1944 çулхи çăвăн 12-мĕшĕччен Крыма нимĕç çарĕсем ярса илнĕ.
Remove ads
Тĕн

Крым тутарĕсен литератури
XX ĕмĕрти паллă крым тутарĕсен паллă çыравçисем:
- Амди Гирайбай
- Бекир Чобан-заде
- Эшреф Шемьи-заде
- Дженгиз Дагджи
- Шакир Селим
- Эмиль Амит
- Шамиль Алядин
- Эрвин Умеров
Субэтноссем
Апат-çимĕçĕ
Йăла ĕçми — буза.
Çав. пекех
![]() |
Крым тутарĕсем Викиампарта? |
---|
- Крым тутарĕсен гимнĕ
- Крым тутарĕсен этеплĕхĕ
- Фильм «Испытание любви»
- Крым ханлăхĕ
- Крым тутар халăхĕн меджлисĕ
- Милли Фирка — Крым тутарĕсен наци партийĕ.
Вуламалли
- Валерий Возгрин «Исторические судьбы крымских татар»
- «Крымскотатарская энциклопедия», пуçтараканĕ Рефик Музафаров, Симферополь 1993-95.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads