Чакан
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Чакан (лат. Typha) — Чакан йышшисен çемьинчи нумай çул ӳсекен курăк пĕртен пĕр речĕ.[1]
Ятсене ăслав енчен майлаштарса пĕтерменнине кура, ытти ятсемпе усă курни те пулать, çавна май арпашу те сĕмленме пултарать. Çапах та хурапуç тенине чаканăн синонимĕ пек пăхма пулать.
Remove ads
Синонимсем
Чăваш чĕлхинче кунашкал ÿсентăрансене чакан, хурапуç, патанпаш теме пултараççĕ. Анчах та кунашкал япала ăслăлăхшăн майлах мар. Çавна кура, ахăртнех, патанпаш тенине ăслăлăхра урăх ÿсентаран тĕлĕшпе усă курмалла.
Пĕрлехи хыпарсем
Шурлăхра ӳсекен çӳллĕ курăксем. Çулçисем ансăр тата вăрăм. Туни хăмăр початкăпа вĕçленет. Тăрринче аçă чечексем, аяларах ама чечекĕсем вырнаçнă.
![]() |
Усă курни
Мăн тымарĕсенче 15% таран крахмал тата 2% белок, вĕсем çиме юрăхлă. Кавказра унтан çăнăх тăваççĕ, е пĕçерсе çиеççĕ. Çамрăк хунавĕсене пĕçереççĕ, тути çумăр курăкĕ евĕр.
- Куданова З.М. Определитель высших растений Чувашской АССР. — Чуваш. кн.изд-во.
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads