Культсав

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Кульцав[1][2], çавăн пекех Кульццав[3][2] (анчах та чăннипе вăл та, ку та тĕрĕс мар, çырулăх йĕркевĕсемпе килĕшÿллĕн[4], Культсав[5] темелле) — Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи чăн малтан вырăс ялĕ пек никĕсленнĕ пурăнакан вырăн.

Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Кульццав (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Краткие факты Культсав, выр. Кольцовка ...
Remove ads

Ял ячӗ

Ҫемен Элкер хӑйӗн «Кушлавӑш уйӗ» очеркӗнче яла «Кольцовка» ятпа палӑртнӑ[6]. Анчах та вăлах «Хĕн-хур айĕнче» поэминче çавна Кульцав тет (орфографие кĕнекене кăларакансем палăртнă, анчах ятăн кĕлетки шăпах çапла)[7].

Кунçул

Сĕве хули дворянинĕ Петр Кольцов 1745 — 1750 çулсенче чăвашсенчен тытса илнĕ çĕр çинче Кольцовка ялне туса лартнă. Крепостной хресченĕсене вăл тĕрлĕ çĕртен пуçтарнă: унта Рязань, Калуга, Кострома кĕпĕрнисенчен кӳрсе килнĕ хресченсем тата Хусанпа Сĕверен илсе пынă таркăн хресченсем пулнă[6]

1927 çулчен Етĕрне уесне кĕнĕ. 1918 çулхи нарăсăн 17-мĕшĕччен Туçа вулăсне кĕнĕ, 1919 çулхи авăнăн 28 Кушлавăш вулăсне, кайран вара, вулăссемпе улăссене пĕтеричченех, каллех Туçа вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн хальхи вăхăтчен Вăрнар районне кĕрет. Коротков С. К. Ленин ячĕллĕ колхоз председатĕле пулнă вăхăтра чапĕ пĕтĕм çĕршывĕпе сарăлнă. Колхозра 13 Социаллă ĕç паттăрĕ вăй хунă.

Remove ads

Асăрхавсем

Паллă çыннисем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads