Курчатов Игорь Васильевич
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
И́горь Васи́льевич Курча́тов (кăрлач, 12 1903, Сим Завочĕ Ӗпхӳ кĕперни — нарăс, 7 1960, Мускав) — чаплă совет физикĕ, совет атом бомбин «ашшĕ». Академик, Атом хăвачĕн инститне никĕслекенĕ тата пĕрремĕш директорĕ (1943 — 1960), СССР атом кăткăс ыйтăвĕн ăслăлăх ертӳçи, тĕшĕ хăватне лăпкă тĕллĕ ĕçсенче усă курасси енĕпе ĕслекенсенчен пĕри. СССР ĂА академикĕ (1943).

Кун-çулĕ
Уралра, Сим хулинче, çĕр виçекен çемйинче çуралнă. Часах çемйе Крыма куçса каять. Ылтăн медальпе Симферополь гимназинче вĕренĕве вĕçлет.
Курчатов филателире

Çавăн пекех
![]() |
Игорь Васильевич Курчатов Викиампарта? |
---|
- Совет атом бомбине туни
- Выбор цели (фильм) режиссёр Игорь Таланкин, Курчатов ролĕнче Сергей Бондарчук.
Курчатов ячĕпе
- Курск облаçĕнчи Курчатов
- Курчатов, Тухăç-Казахстан облаçĕ, Казахстан.
- «Курчатов институчĕ» — ăслăлăх тĕпĕ
- Белоярскри атом электростанци.
- «Курчатовий», Элементсен периодикăллă системин 104-мĕш элеменчĕ — [1]
- астероид 2352 Курчатов — пĕчĕк планета.
- Ăслăх-тĕпчев карапĕ «Академик Курчатов», 1966 çулта шыва антарнă.
- Санкт-Петербургри Физика-техника институчĕн корпусĕсене Курчатов урамĕ уйăрать.
- Липецкра, Железногорскра, Обнинскра: урамсем.
- СССР почтă марккисем.
Remove ads
Асăнмалăх
Игорь Васильевич Курчатова асăнса лартнă палăксем:
- Мускавра, хăйĕн ятлă лапамра;
- Челепи хулинче, Кăнтăр-Урал патшалăх университечĕ патĕнче
- Озерск хулинче (Челепи облаçĕ), Ермолаев урамĕпе Ленин проспекчĕ хушшинчи скверĕнче.
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads