Казахстан
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Казахстан (каз. Qazaqstan, Қазақстан; qɑzɑqstɑ́n) е Казахстан Республики, кӗске КР (каз. Qazaqstan Respublikasy, Қазақстан Республикасы) — Азире вырнаҫнӑ патшалӑх. Раҫҫейпе, Китайпа, Кăркăсстанпа, Туркменистанпа, Ӳспекстанпа чикӗленет. Тӗп хули — Астана. Халӗ КР-ин президенчӗ — Касым-Жомарт Токаев.
Remove ads
Тавралăх
Çĕр пичĕ
Касакстанăн чылай пайĕ тӳремлĕ вырăн, мальенпе кăнтăр-мальенче çeç сăртсемпе тусем курăнaççĕ. Кăркăсстанпе чикеленнĕ вырăнти сăртсен çӳллĕшĕ тинĕс шайĕнчен 5 000 метра çитет. Казахстанăн çypçĕр пайĕ Анăçpи Çĕпĕр тӳремне йышăнать.
Çанталăк
Çанталăкĕ кунта çирĕп континентлă тăрать. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура — −19 °C пyçласа −4 °C таран, утă уйăхĕнче — +19 °C пyçласа +26 °C таран. Çулла сывлăш +49 °C таран хĕрме, хĕлле −50 °C таран чакма пултарать.
Шыв-шур
- Тĕп статья: Казахстан шыв-шурĕсем
Тĕп юханшывсем — Уралпа Эмба (Каспи тинĕсне юхса кĕрeççĕ), Сырдарья (Арал тинĕсне юхса кĕрет), Или (Балхаша юхса кĕрет), Тобол, Иртыш, Ишим (вĕсем çypçĕрелле юхса Çурçĕр Пăрлă океана юхса кĕрeççĕ).
Remove ads
Халăх йышĕ
1999 çyлхи çырав тăрăх Казахстанра 14 953 пин çын, 131 тĕрлĕ халăх пурăннă. Казахсем халăх йышĕнче 53,4% шутланaççĕ, вырăссем — 1/3 пайĕ таран. Çавăн пекех нумайăн украинсем, нимĕçсем, тутарсем, корейсем пурăнaççĕ.
Казахстан облaçĕсем
- Акмулла облаçĕ
- Актюбинск облаçĕ
- Атырау облаçĕ
- Хĕвелтухăç Касахстан облаçĕ
- Жамбыл облаçĕ
- Хĕвеланăç Касахстан облаçĕ
- Караганда облаçĕ
- Кустанай облаçĕ
- Кзыл-Орда облаçĕ
- Мангистау облаçĕ
- Павлодар облаçĕ
- Çурçĕр Касахстан облаçĕ
- Кăнтăр Касахстан облаçĕ
Хуласем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads