Лапсар

From Wikipedia, the free encyclopedia

Лапсарmap
Remove ads

Лапсар ялĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи ял. Шупашкар хулинчен пиллĕк çухрăмра вырнаçнă. Лапсар çумĕнче Çĕнĕ Лапсар ятлă паçулкă пуçланса кайнă.

Краткие факты
Remove ads

Этимологи

Ĕлеххи хутсем çине ял ячĕ тĕрлĕрен çырăнса юлнă. Чи малтан вăл «Янымово» ятпа палăрать. Ку, паллах, вырăсла документ пулнăран, чăвашла ячĕ епле пулнине палăртма май çук. Янымовăран Ассакасси ялĕ уйрăлса тухнă теççĕ.

Халăхра çавăн пекех Лапсар-Шăхча ят паллă. Ку ят Ашмарин хатĕрленĕ 17 томлă сăмах пуххине те кĕнĕ. Унта Шăхча ятпа ытти ялсем те çырăнса юлнă: Çатра-Шăхча (хальхи Çатракасси), Çĕньял-Шăхча (хальхи Çĕньял), Вăрманкас-Шăхча (хальхи вăрманкас), Варпуç-Шăхча (хальхи хăш яла тӳр килни паллă мар). Ĕлĕкрех ку ялсем тĕп тĕмĕ шутланнă пулĕ.

"Шăхча" тени вара Шăхач ялĕн (Чăваш республикинчи Патăрьел районĕ) ятне аса илтерет. куҫарнӑ лапник шывӗ

Remove ads

Кун-çулĕ

Thumb
Киремет вăрманĕ хĕлле.

Революциччен ял Шупашкар уесĕн Шупашкар вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпан 1-мĕшĕнче районсене хута кĕртнĕ хыççăн Шупашкар районне лекнĕ.

1927 çулхи юпан 1-мĕшĕнче ялта Çатра-Сапсар ял советне туса хунă. 1935 çул пуçламăшĕнче Лапсар ял канашне пăхăнма пуçланă. Ку вăл кăрлачăн 31-мĕшĕнче пулса иртнĕ. 1939 çулта Лапсар ял канашне каллех Çатра-Лапсар ял канашĕ ятне панă.

1954 çулта ял канашĕсен тытăмлăхне çĕнĕрен пăхса тухнă. Пĕчĕк ял канашĕсене пĕтерсе пысăккисене тунă — çĕртмен 14-мĕшĕнче 6 яла пĕрлештерсе Лапсар ял тăрăхне туса хунă. Ун йышне Чăркаш, Карачура, Çатракасси, Вăрманкас ялĕсем кĕнĕ.

2005 çулта ял Лапсар ял тăрăхне кĕме пуçланă.

Remove ads

Çутçанталăк

Лапсар ялĕ çырма-çатраллă вырăнта ларать. Çывăхра чылай вăрман упранса юлнă. Унта халăх мăйăр, кăмпа пуçтарать.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Ялта пĕр пĕве пур. Хальхи вăхăтра вăл типсе ларнипе пĕрех.

Урамсем: Комсомол, Шоссе, Шупашкар (ку урама çавăн пекех Киремет урамĕ теççĕ. Ун пĕр енĕ Киремет енне тухнă пулнă).

Вырăнсем

  • Чул çăл.
  • Петёк çырми.

Паллă çынсем

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads