Шăхач

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Шăхач, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. 1955-мĕш çултанпа ун çумне Тури Сĕнтĕр (Ирçе Сĕнтĕр) тата Анат Сĕнтĕр ялĕсене те пĕрлештернĕ.

Краткие факты

Чĕмпĕр кĕпернийĕн ялĕсен 1913-мĕш çулхи йышĕнче Шăхачра вырăссемпе чăвашсем, Тури Сĕнтĕрте модвасем, Анат Сĕнтĕрте чăвашсем пурăнаççĕ тенĕ. 1897-мĕш çулхи йышра вара пуринче те чăвашсем пурăннă пек пулса тухать.

Remove ads

Истори

1920 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулчен Патăрьел уесне кĕнĕ. Ку тапхăрта ял палартнă пайланăвсен Турхан вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăрьел районне кĕрет [1].

1940-мĕш çул тĕлне 150 ытла килте чăвашсем, 62 килте ирçесем, 41 килте вырăссем пурăннă; 21-мĕш ĕмĕр тĕлне вырăссем пурнакан килсен шучĕ 5, ирçесем пурнакан килсен шучĕ те çавăн чухлех[2]. Тепĕр çăлкуç тăрăх: 2014-мĕш çул тĕлне ялта мĕнпурĕ 285 кил пулнă, вĕсенчен 13-шĕнче ирçесем, 11-шĕнче вырăссем[3]. Çапла вара кунта пурнакансен пысăкран та пысăк пайĕ, хуть те хăш енчен пăхсан та, хальхи вăхăтра чăвашсем пулса тăраççĕ. Тĕрлĕ çăлкуçсенче тĕрлĕрен палăртни хутăш килйышсене кăтартни-кăтартманнинчен килнĕ пулас.

Remove ads

Паллă çыннисем

Вуламалли

И.М.Матросов, С.Я.Карягин, А.И.Мефодьев Батыревская энциклопедия..

Каçăсем

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads