Литр

From Wikipedia, the free encyclopedia

Литр
Remove ads

Литр (л, l, L, ℓ) — калăпăшăн метрпа çыхăннă (метрикăлла) пĕрчи. Литр СИ пĕрчи шутланмасть, анчах та, сăмахран, сехет е талăк текен вăхăт пĕрчисемпе пĕрле, «СИ-не кĕмен, анчах та ăна СИ виçисемпе пĕрле усă курма пултармалла виçе» пулать. СИ системăра калăпăшăн стандартла пĕрчи — кубла метр (м³)[1].

Краткие факты Ытти виçев пĕрчисемпе çыхăнни, СИ ...
Thumb
Thumb
çур, пĕрре, иккĕ тата виçĕ литр кĕрекен кĕленче савăтсем
Thumb
200 мл кĕрекен виркĕслĕ стаккан
Remove ads

Литр палăртавĕ

1 литр 1 кубла дециметрпа пĕр тан: 1 л = 1 дм³.

Çакна 1964 çулта 12-мĕш Виçесемпе тарасасен тĕп конференцинче палăртнă.

Кунчен, 1901 çулхи 3-мĕш Виçесемпе тарасасен тĕп конференцинче 1 литăра кг нормăллă атмосфера пусăмĕпе (чĕркĕмĕл юпи 760 мм) тата 3,98°C)температурăра 1 кг таса шывăн калăпăшĕ тесе йышăннă. Çапла майпа 1 литр 1,000028 дм³ тесе çирĕплетнĕ.

Ытти пĕрчĕсемпе çыхăнни

1 л = 10−3 м³ = 1 дм³ (кубла дециметр) = 10³ см³ (кубла сантиметр)

Литртан илнĕ виçесем — сантилитр (cl, Раççейре усă курман), миллилитр (мл, ml), микролитр, декалитр (дал, dal) и гектолитр (ГЛ).

1 мл = 10−3 л = 10−6 м³ = 1 см³

1 дал = 10 л = 10−2 м³

1 гектолитр = 100 л

Метрпа çыхăнман (метрикăлла мар) пĕрчĕсем

Подробнее Çывхаруллă пысăккăш, Метрла мар ...
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads