Шыв

From Wikipedia, the free encyclopedia

Шыв
Remove ads

Шывяпалалăх, шывамăшĕн оксичĕ, гидроксид, оксидланнă шывамăш. Молекули йӳçамăшĕн пĕр атомĕпе шывамăшĕн икĕ атомĕнчен тăрать. Тĕссĕр, шăршăсăр шĕвек. Химилле формула — H2O. Температура Цельсий шкалипе 0 градусран аяларах ансан, хытă тăрăма куçать, пăр е юр (вăл та пăрах) пулать. Температура Цельсий шкалипе 100 градусран çӳлĕрех хăпарсан, газ тăрăмне куçать, пăс пулать. Çутçанталăкра анлăн сарăлнă[1].

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Шыв (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Thumb
Шыв
Remove ads

Физикăлла палăрăмсем

Шыв йĕркеллĕ условисенче шĕвек тарăмра пулать, çав вăхăтрах ытти элементсен водород çыхăнăвĕсем газ форминче (H2S, CH4, HF). Водород атомĕсем кислород атомĕсене 104,45° (104°27′) кĕтеспе çыхăннă. Çавăнпа шыв молекулин электричество диполь моменчĕ пысăк (p = 1,84 Д, Синиль йӳçĕкĕнчен çеç пĕчĕкрех). Шывăн кашни молекули 4 Водород çыхăнăвĕ таран тăвать, вĕсенчен иккĕше кислород атомĕн, иккĕше водород атомĕсен[2]. Шывамăш çыхăнăвĕсем нумай пулна пирки шывăн вĕрекен темпертаури тата уделлă пăс тăвакан ăшши пысăк[2]. Шывамăш çыхăнăвĕсем пулман пулсан йӳçамăш Менделеев тапăлĕнчи вырăнне шута илсе тата йӳçамаш евĕр хими элеменчĕсен (кӳкĕрт, селен, теллур) вĕрекен температурăна астуса шыв −80 °С веремелле, −100 °С шанмалла[3].

Шывăн тĕрлĕ изотоп модификацисен тĕрлĕ температурăри физика пахалахĕсем[4]:

Подробнее Шыв модификацийĕ, Максималлă тачалăх температури °С ...

Шыв полярлă япаласене лайăх ирĕлтерет, ку пурăнакан организăмсене питĕ кирлĕ. Чĕрĕ клеткăпа клеткăсем хушшинчи сыпăра шывра ирĕлнĕ хими çыханăвĕçем пĕр-пӗринпе çыхăнаççĕ[5]. Шыв çер çинчи пĕтĕм пĕр клеткăллă тата нумай клеткăллă организăмсене кирлĕ.

Thumb
Шыв фазисен диаграмми: Y тĕнĕл — пусăм, Па·10n , X тĕнĕл — температура, Кельвин, S — хытă, L — шĕвек, V — пăс, CP — Критикăллă пăнчă, TP — Виççĕллĕ пăнчă температури (273.16°K, 611.73 Па).
Thumb
Шыв фазисен диаграмми: вертикаллă тĕнĕл — пусăм, Па, горизонталлă тĕнĕл — температура, Кельвин. Критикăллă пăнчă(647,3 K; 22,1 МПа) тата Виççĕллĕ пăнчă температури (273,16 K; 610 Па) пăнчăсем палăртнă. Рим цифрсемпе пăрăн тĕрлĕ фазизене палăртнă отмечены различные структурные модификации льда
Тĕп статьясем: Шыв пăсĕ, Пăр, Шыв фазисен диаграмм
Thumb
Юр пĕрчи типĕсем
Remove ads

Изотоп модификацисем

Тĕп статья: Шывăн изотоп хутăшĕ

Йӳçамăшпа шывамăшăн та çутçанталăкри тата ӳнерлĕ изотопĕсем пур. Изотопĕсем нейтронĕпе кăна улăшăнса тăраççĕ. Шывамăш изотопĕсен типĕсем шыв молекулине кĕнипе çакăн пек тĕслĕ шывсене уйрăлаççĕ:

  • Çăмăл шыв (ахаль шыв) .
  • Йывăр шыв (дейтерий) .
  • Питĕ йывăр шыв (трити) .
  • тритий-дейтерий шывĕ
  • тритий-протий шывĕ
  • дейтерий-протий шывĕ

Кранри шывра йывăр йӳçамăшлă шыв (H2O17 тата H2O18) D2O16 шывран нумайрах: вĕсем, шайлашуллă, 1,8 кг тата 0,15 кг пĕр тоннăна[3].

Remove ads

Асăрхавсем

Çав. пекех

Loading content...

Каçăсем

Loading content...
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads