Мадагаскар Республики

From Wikipedia, the free encyclopedia

Мадагаскар Республики
Remove ads

Мадагаскар Республики ( Шаблон:Lang-mg, фр. République de Madagascar) - Инди океанĕн хĕвеланăç пайĕнчи Мадагаскар утравĕнче, Африкăн хĕвелтухăç çыранĕ патĕнче вырнаçнă патшалăх. Африкăри тинĕс патне тухакан çĕршыв.

Краткие факты Патшалăх чĕлхисем, Тĕп хула ...
Remove ads

Географи

Тĕп статья: Мадагаскар географийĕ
Thumb
Утрав спутник çинчен
Thumb
Изало наци паркĕ

Мадагаскар утравĕ Кăнтăр Африкăн хĕвелтухăç çыранĕпе юнашар вырнаçнă. Чи çÿллĕ вырăн - Марумукутру (2876 м) сÿннĕ вулкан. Утрав тăршшĕ 1600 çх, сарлакăш - 600 çх ытла. Утравăн варринчи пайне çуллĕ тулă Анджафи йышăнать. Вăл хăвеланăç еннелле сĕвек, хĕвелтухăç еннелле чăнкă çырсемпе анать.

Юханшывсемке кӳлĕсем

Thumb
Бецибука юханшыв вăрри.

Инди океанне юхса кĕрекен юханшывсем кĕске, чуллă, гидроресурссемпе пуян, çулталăкĕпех нумай шывлă. Хĕвелтухăç юханшывĕсем: Мананара, Мангуру, Манингури, Бемариву, Ивундру тата Манандзари. Анăçалла юхакан шывсем вăрăмрах, вĕсен шыв хăвăртлăхĕ пĕчĕкрех. Хĕвеланăç юханшывĕсем: Самбирану, Махаджамба, Бецибука, Маниа, Çурçĕр тата Кăнтăр Махавави, Мангуки, Унилахи, Икупа тата Мандраре. Мадагаскарта виçĕ пысăк кӳлĕ пур: Алаутра (900 км²), Кинкуни (100 км²) тата Ихутри (96-112 км²). Алаутра кӳллинчен Манингури юханшывĕ пуçланать.

Флорăпа фауна

Thumb
Кушак лемурĕ.

Биологсем хушшинче Мадагаскар эндемик биологи тĕсĕсем нумай пулнипе палăрса тăрать. Сăмахран утраври сĕтпе тӑрантаракан чӗрчунсен чи пысӑкки — фосса (лат. Cryptoprocta ferox), сăнран пăхсан вӑл кушак йышшисене евӗрлӗ, çавна май ăна малтан вӑл йыша кĕртнӗ пулнӑ. Анчах чи çывăх чĕрчун - мангуст. Ун нĕселĕсем араслан пекех пысăк пулнине палăртнă. Хальхи вăхăтра утравра пурăнакан тискер кайăксем 20-30 миллион çул каялла Мадагаскар проливĕ урлă каçнă пĕр нĕселтен пулнине çирĕплетнĕ [1].

Thumb
Пантера хамелеонĕ (Furcifer pardalis), мадагаскар эндемикĕ.

Мадагаскар утравне çынсем килсен кунти чĕрчунсен, уйрăмăнах илсен пысăк чĕрчунсен нумай пайне пĕтернĕ. Мадагаскара тĕрлĕ йышши çĕр çинчи чĕрчунсем пилĕк хут колонизациленĕ. Колонистчен хушшинче çаксене уйăрма пулать: тенрексем, лемурсем, мадагаскар тискер кайăкĕсем, мулкач тутиллĕ арлансем тата халь вилнĕ пăрăхлăшăл. Утравра çара çерçисем нумай, тахçан бегемот йышшисем пурăннă.

Ӳсентăрансен 8 килйышĕ утравра эндемиксем шутланаççĕ:астеропейные (лат. Asteropeiaceae), дидимелесоцветные (лат. Didymelaceae), дидиереевые (лат. Didiereaceae), Kaliphoraceae, Melanophyllaceae, физеновые (лат. Physenaceae), сарколеновые (лат. Sarcolaenaceae) тата сферосепаловые (лат. Sphaerosepalaceae).

Remove ads

Административла пайлану


Провинцисем

Thumb
МАдагаска провинцийĕсем

Мадагаскар провинцийĕсем:

Подробнее №, Провинци ...



Çĕршыв 6 автономла провинципе (Шаблон:Lang-mg) 22 региона пайланать. Провинцисем çине 1946-мĕш çулта Франци инициативипе пайланă, начах малтан 5 провинчи çеç пулнă. Анциранана 50-мĕш çулсенче анчах автономи илнĕ. 2007-мĕш çулта провинцисене пĕтерес тесе ăнăçлă референдум ирттернĕ, çапла май малалла çĕршыв регионсем çине пайланать.

Регионсем

Мадагаскар регионĕсен списокĕ:

Thumb
Подробнее №, Ячĕ ...
Remove ads

Халăхĕ

2010-мĕш çулта 21,3 млн çын пурăнать. Çулталăка халăх йышĕ 3 % ÿсет (тĕнчере 12-мĕш вырăн). Пĕр хĕрарăм пуçне — 5,1 ача çурăлать (тĕнчере 20-мĕш вырăн).

Вăтам пурнăç тăрршĕ — 61 çул арçынсен, 65 çул хĕрарăмсен.

Хулара пурăнакансен шайĕ — 29 %.


Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads