Раççей патшалăхĕн академи Малый театрĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Раççей патшалăхĕн академи Малый театрĕ
Remove ads

Шаблон:РФ этеплĕ еткерлĕхĕ

Краткие факты Йĕркеленĕ, Ертӳлĕх ...

Раççей патшалăхĕн академи Малый театрĕ — Мускав хулин драма театрĕ, Раççейри ватă театрĕсенчен пĕрри, вырăс наци культурине аталантарас ĕç-пуçĕнче паллă вырăн йышăнать.[1]. 1824 çулхи юпан 14-мĕшĕнче Мускавра уçалнă.

Хальхи тапхăрта театăрăн пултарулăх ертӳçи: СССР халăх артисчĕ Юрий Мефодьевич Соломин, директорĕ — Михайлова Тамара

Remove ads

Театр кун-çулĕ

XVIII ĕмĕрте

XIX ĕмĕрте

XX ĕмĕрте

XIX—XX ĕмĕрсен чиккинче çĕршыв йывăр лакăма лекни театăра та тивет. Аталанас ĕç-пуçра Малый театр çĕнĕ çулсем шырать. Актёр тата режиссёр А. П. Ленский 1898 çулта Çĕнĕ театр — Малый театрăн филиалне уçать, унта вăл педагогика ĕç-хĕлĕпе тата экспериментлă ĕçсемпе тăрмашать.


Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ çулсенче театр çумĕнче фронт филиалĕ ĕçленĕ. 1946 çулта архитектор А. П. Великанов проекчĕпе театăрăн çуртне çĕнетнĕ.

Вăрçă хыççăн тапхăрта лартнисенчен: В. Н. Пашенная вылянă М. А. Горькин «Васса Железнова» пьеси (1952); А. Н. Степановпа тата И. Ф. Поповăн «Порт-Артур» истори драми 1953[2]; Л. Н. Толстойăн «Власть тьмы» пьеси (1956); М. Ю. Лермонтовăн «Маскарад» (1962); В.Шекспирăн «Макбет» (1955); У.Теккерейĕн «Ярмарки тщеславия» (1958); Г.Флоберăн «Госпожа Бовари» (1963) инсценировкисем.

Совет тапхăрĕнче театăрăн мухтавне И. В. Ильинский, Е. Д. Турчанинова, Б. А. Бабочкин, В. И. Хохряков, М. И. Царев, М. И. Жаров, Э. А. Быстрицкая, В. В. Кенигсон, В. И. Коршунов, И. А. Любезнов, Р. Д. Нифонтова, Е. Н. Гоголева, Е. В. Самойлов, Е. Я. Весник, Ю. И. Каюров, Г. А. Кирюшина, Н. И. Корниенко, А. И. Кочетков, И. А. Ликсо, Т. П. Панкова, Ю. М. Соломин, В. М. Соломин, Л. В. Юдина, В. П. Павлов, Э. Е. Марцевич, К. Ф. Роек, А. С. Эйбоженко, тата нумай ытти актёрсен хевтеллĕ ĕçесем кӳнĕ.

Малтанхи çулсенче Малый театăра ертсе пынă çынсем: А. И. Южин, И. Я. Судаков, П. М. Садовский, К. А. Зубов, М. И. Царев, Е. Р. Симонов, Б. И. Равенских тата ыттисем. 1988 çултанпа театрăн пултарулăх ертӳçи — Ю. М. Соломин.

Remove ads

Театр паянхи саманара

Труппа

Театăрăн элемне тĕрлĕ çулсенче çӳлте тытса пынă ĕçченсем:

  • Ленин Михаил Францевич (паспортри хушамачĕ Игнатюк — театр актёрĕ, РСФСР халăх артисчĕ (1937), «Пятьдесят лет в театре» асилӳ кĕнекин авторĕ (1957 ç. пичетленĕ), Ленин орденĕпе чысланă (1949).)
  • Юрий Мефодьевич Соломин (СССР халăх артисчĕ, Раççей паташлăх парнисен лауреачĕ),
  • Виктор Иванович Коршунов (СССР халăх артисчĕ),
  • Элина Авраамовна Быстрицкая (СССР халăх артисчĕ)
  • Акимова Софья Павловна1846 - 1889
  • Давыдов Владимир Николаевич — (1925)
  • Мазурина Марья Васильевна с 1878
  • Кенигсон Владимир Владимирович
  • Медведев Юрий Николаевич
  • Медведева Надежда Михайловна, XIX ĕмĕрте театрта вылянă чаплă актриса.
  • Музиль Николай ИгнатьевичИмператор театрĕсен тава тивĕçлĕ артисчĕ (1903)).
  • Нифонтова Руфина Дмитриевна1957 çултанпа
  • Подгорный Никита Владимирович
  • Рыжова Варвара Николаевна — «Кĕçĕн театрăн аслă карчăкĕсенчен» пĕри, 1894 - 1950 (СССР халăх артисчĕ)
  • Санин Александр АкимовичXX ĕмĕрĕн пуçламăшĕ.
  • Турчанинова Евдокия Дмитриевна1891 çултанпа
  • Федотов Александр Александрович1893 çултанпа.
  • Федотов Александр Филлипович1862 - 1871 тата 1872 - 1873.

Çавăн пекех

  • Раççей театрĕн кун-çулĕ
  • Раççей император театрĕсем

Координатсем

  • Адресĕ: Театральный проезд, 1, уйрăм çурт 1, метро Театральная

Филиал

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads