Марков Анатолий Семёнович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Марков Анатолий Семенович (15.2.1930, Хитекушкăнь ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП — 10.11.2023, Шупашкар, Чăваш Ен) – ăсчах, педагог, профессор, Чăваш патшалăх И.Я. Яковлев ячеллĕ пединститучĕн ректорĕ (1963–83)[1][2]

Марков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Краткие факты Çуралнă вăхăт:, Çуралнă вырăн: ...

Чăваш АССР Аслă Канашĕн виçĕ чĕнĕвĕн депутачĕ (1971–83). Чăваш АССР Аслă Канашĕн III-мĕш чĕнĕвĕн председателĕ (1971–75). Чăваш АССР Аслă Канашĕн IХ тата Х чĕнĕвĕсен Президиумĕн пайташĕ (1976–83). Чăваш республикинчи лăпкăлăха хӳтĕлев комитечĕн председателĕ (1975–82). Венгр-совет туслăхĕн чăваш уйрăмĕ президиумĕн пайташĕ (1977–82). «Политикăра айăпсăр репрессиленĕ çынсен Чăваш Ассоциацин» правлени председателĕ (2007 пуçласа халиччен). Пĕтĕм Раççейри вĕрентӳçсен съезчĕн делегачĕ (1968), Пĕтĕм Союзри вĕрентӳçсен съезчĕн делегачĕ (1978)[3].

Remove ads

Биографи

1930 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Хитекушкăнь (Чăваш АССР) ялĕнче çуралнă. 1944 çулта Тавăтри 7-çуллă шкултан вĕренсе тухнă, 1947 çулта Элĕкри вăтам шкулта вĕренĕве вĕçлесе аттестат илнĕ.

1951 çулта Чăваш педагогика институчĕн физика-математика факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. 1951-54 çулсенче Вăрнар районĕнчи Орауш вăтам шкулĕнче физикăпа математикăна вĕрентнĕ.

1957 çулта Ленинградри Герцен ячĕллĕ пединститучĕн аспирантуринче диссертацие хӳтĕлесе педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ ятне тивĕçнĕ. 1957–62 çулсенче тăван институтра аслă вĕрентӳçĕ, доцент, профессор, вĕренӳпе ăслăх енĕпе проректор вырăнĕнче тăрăшнă. 1963-83 çулсенче Анатолий Семёнович Чăваш педагогика институчĕн ректорĕ пулса ĕçленĕ.

Килйыш

Remove ads

Ăслăх ĕçĕсем

100 ытла ăсчах ĕçне çырнă, çав шутра:

  • Вопросы механизации и электрификации сельского хозяйства в преподавании физики в сельской школе: Автореф. дис... канд. пед. наук. – Л., 1957; Физика в сельской восьмилетней школе. – Чебоксары, 1962;
  • Политехническое образование и профориентация учащихся в процессе преподавания физики в средней школе. – М., 1985;
  • Самодельные модели по физике. – Чебоксары, 1959; Механика. Сборник лабораторных работ. – Чебоксары: ЧГУ, 1989;
  • Организация и проведение физического практикума со студентами-заочниками. – Чебоксары: ЧГУ, 1985;
  • Жизнь, отданная театру. – Чебоксары, 1999; Вопросы экологии в процессе обучения физики. – Чебоксары, 2005;
  • Полвека служения высшей школе. Воспоминания. – Чебоксары, 2005;
  • Электростатика. Постоянный электрический ток. – Чебоксары, 2006.
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads