Марков Борис Семёнович

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Марков Борис Семёнович (1924 çул, пуш, 7 Чăваш Ен, Элĕк районĕ, Хитекушкăнь ялĕ1977 çул, пуш, 25, Мускав- Шупашкарта пытарнă), — РСФСР халăх артисчĕ, чăваш халăх артисчĕ, театр режиссёрĕ, ССРП Аслă Канашĕн депутачĕ (1962-66), ГИТИС доценчĕ [2].

Марков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Краткие факты Çуралнă чухнехи ят, Çуралнă вăхăт ...
Remove ads

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1924 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Хитекушкăнь ялĕнче çуралнă. Тавăт ялĕнчи шкулта вĕреннĕ.

Шупашкарти педтехникумра ăста пĕлĕвне илнĕ. Вĕренсе тухсан Тавăтри вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ.

Вăрçă пуçлансан Борис Семенович нимĕç нацисчĕсене хирĕç çапăçма фронта тухса кайнă, артиллери чаçĕнче хĕсметре тăнă.

Вăрçă вĕçленсен Борис Марков ГИТИСе вĕренме кĕрет. Алла актёр дипломне илсен, Шупашкара ĕçлеме таврăнать. Çичĕ çул Чăваш академи театрĕнче спектакльсенче тĕп рольсене сăнарлать. Чăваш АССР халăх артисчĕ хисеплĕ ята тивĕçет.

1959 çулта Б. Марков ГИТИСре режиссура факультетĕнче вĕренсе тухсан мусăк режиссёрĕ вырăнĕнче ĕçлет. Ăна чăваш мусăк театрне йĕркелеме чĕнеççĕ, театрăн тĕп режиссерĕ пулма çирĕплетеççĕ. Борис Семёнович кунта вокал тата балет студисене уçать.

1960 çулхи çу уйăхĕнче Борис Марков тăрăшнипе Чăваш патшалăх муcăкпа драма театрĕн сцени çинче чăвашсен пĕрремĕш опери – Федор Васильевăн «Шыварманĕ» — çуралать. Тепĕртакран Б. Мокроусов мусăкĕпе «Чапай» опери те — Раççейре пĕрремĕш ăстрăм! — çут тĕнчене тухать.

Чăваш мусăк театрĕн тĕп режиссерĕ ĕçĕсене туса пынипе пĕрлех Б.С. Марков 1968-1972 çулсенче ССР Пĕрлешĕвĕн Мăн театрĕнче опера режиссёрĕ пулса ĕçлет, ГИТИСре лекцисем вулать, доцент ятне тивĕçет.

1966 çулта Борис Семёновича РСФСР Культура министерствине ĕçе илеççĕ, опера театрĕсен управлени пуçлăхĕ пулма çирĕплетеççĕ.

Борис Семенович Марковăн чаплă ĕмĕрĕ кĕске пулнă, унăн чĕри 1977 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче тапма чарăнать.

Халăх юратнă ентеше Шупашкарти мемориал çăвинче пытарнă.

Remove ads

Пичетленĕ кĕнекесем

Борис Семёновичл ӳнер ыйтăвĕсемпе 2 кĕнеке, 40 ытла статья çырнă.

  • «Рождение музыкального театра Чувашии»,
  • «Мой театр»

Тăванлăхĕ

  • Ашшĕ — Марков Семен Алексеевич (1891—?), в 1931 çулта продналука тӳлеменшĕн (1930 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнчи ССРП ТĔК тата ХКК «О мероприятиях по укреплению социалистического переустройства сельского хозяйства в районах сплошной коллективизации и по борьбе с кулачеством» йышăнăвĕпе айăпланă та килйышĕпех Архангельск облаçĕнчи ятарлă пурăнан вырăна куçарнă[3], каярахпа — «Новый путь» колхоз председателĕ, «Хисеплĕ колхозник» (1971);
  • амăшĕ — Анна Петровна[4].
  • Шăллĕ — Марков Анатолий Семёнович (1930 - 2021), - физик-педагог, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиум председателĕ (1971-75), Чăваш патшалăх И.Я. Яковлев ячеллĕ пединститучĕн ректорĕ (1963–83).
  • Канюкова Александра Семёновна — аппăшĕ, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ (1950).
  • Йăмăкĕ — Филиппова (Маркова) Дарья Семёновна, кандидат педагогических наук, доцент, работала заведующей кафедрой в Чувашгоспединституте.
  • Шаллĕ — Марков Аркадий Семёнович, экономика ăслăхĕсен кандидачĕ, Мускаври сутă-илӳ институчĕн доценчĕ.
    • Арăмĕ — Маркова Мария Герасимовна (1922-1999)
      • Хĕрĕ — Маркова Екатерина Борисовна (1956-2016)

Чыслани

  • Чăваш АССР халăх артисчĕ.
  • СССР Аслă Канашĕн депутачĕ,
  • Лăпкăлăха хӳтĕлекенсен комитечĕн пайташĕ, РСФСР Культура министерствин коллегийĕн пайташĕ, партин Чăваш обкомĕпе Шупашкар хула комитечĕн пайташĕ.
  • РСФСР халăх артисчĕ,
  • РСФСР ӳнер ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
  • К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премине тивĕçнĕ (1969).
  • Ӳнере аталантарас енĕпе ырми-канми, ăнăçлă ĕçленине пысăка хурса хакласа Б.С.Маркова «Хисеп палли» ордена парса хисепленĕ.
Remove ads

Çав. пекех

Асăнмалăх

Литература

  • О награждении Маркова Б. С. Почётной грамотой Верховного Совета Чувашской АССР : указ Президиума Верховного Совета Чувашской АССР от 06.03.1974 // Советская Чувашия. — 1974. — 07 марта (№ 56), с. 1.
  • О присвоении Маркову Б. С. Почетного звания народного артиста РСФСР : указ Президиума Верховного Совета РСФСР от 09.10.1974 // Советская Чувашия. — 1974. — 10 окт. (№ 238), с. 1.
  • О присвоении почетного звания заслуженного артиста Чувашской АССР : указ Президиума Верховного Совета Чувашской АССР от 19 марта 1953 г. // Советская Чувашия. — 1953. — 21 марта (№ 59), с. 1.
  • Борис Семенович Марков : [буклет] / ред.-сост. И. Евсеева. — Чебоксары, 1994. — 1 л. : ил., портр.
  • Канюкова, А. С. Жизнь, отданная театру / А. С. Канюкова, А. С. Марков. — Чебоксары : Изд-во ЧГУ, 1999, 134 с. : ил.
  • Марков, А. С. Борис Семенович Марков — артист, режиссер, педагог / А. С. Марков, А. С. Маркова (Канюкова). — Чебоксары : [ЧГИГН], 2014. — 234 с. : ил., портр.
  • Алексеев, О. Оперӑпа балет театрне — Борис Марков ятне / О. Алексеев // Хыпар. — 2001. — 16 ҫу.(чăв.)
  • Канюкова, А. Чӗре ун театршӑн тапнӑ / А. Канюкова // Тӑван Атӑл. — 1986. — № 8, с. 64-66.
  • Кондратьев, В. Борис Марков пурнӑҫӗпе паллаштарать / В. Кондратьев // Хыпар. — 2001. — 21 нарӑс(чăв.)
  • Константинова, Л. Марковсен ывӑл-хӗрӗ — кашниншӗн ырӑ тӗслӗх / Л. Константинова // Пурнӑç çулěпе (Элӗк районӗ). — 2022. — 21 юпа/октябрь (№ 41), с. 7..(чăв.)
  • Романская, М. Унӑн спектаклӗпе театр пуҫланнӑ / М. Романская // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2021. — 27 ҫу/май (№ 20), с. 7..(чăв.)
  • «Хамӑр ӗҫе фанатик пек юратсан ҫеҫ…» : статьясем // Хыпар. — 1994. — 26 ҫу..(чăв.)
  • Шинграев, В. Унӑн чӗри театршӑн ҫуннӑ / В. Шингарев // Хыпар. — 2014. — 13 пуш. — С. 4 : сӑн ӳкерчӗк..(чăв.)
  • Алексин, В. Жизнь дал чувашской опере / В. Алексин // Советская Чувашия. — 1994. — 28 мая.
  • Бушуева, Л. И. Марков Борис Семенович: 1924-1977. «Я вложил в этот театр всю свою жизнь» / Л. И. Бушуева // Мастера театрального искусства. — Чебоксары, 2012, с. 217-226.
  • Дмитриева, В. Борис Марков и его театр / В. Дмитриева // Чебоксарские новости. — 1994. — 26 мая.
  • Ефимов, Л. А. Видный организатор театрального искусства Чувашии и России : (к 95-летию со дня рождения Бориса Семеновича Маркова) / Л. А. Ефимов // Чӑваш наци ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн хыпарӗсем = = Вестник Чувашской национальной академии наук и искусств. — 2019. — № 1, с. 13-22.
  • Заломнов, П. Д. Марков Борис Семенович / П. Д. Заломнов // Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены / П. Д. Заломнов. — Чебоксары, 2002, с. 25-26.
  • Кондратьев, М. Послесловие редактора / М. Кондратьев // Марков, Б. С. Мой театр / Б. С. Марков. — Чебоксары, 1995, с. 93-94.
  • Макарова, С. Режиссер от Бога / С. Макарова // Советская Чувашия. — 2009. — 7 марта, с. 3.
  • Марков, А. С. Б. С. Марков — основатель чувашского музыкального театра / А. С. Марков // Политические преследования и репрессии 1920 — начала 1950-х годов в судьбах интеллигенции Чувашии. — Чебоксары, 2014, с. 144-151.
  • Марков, А. С. На театральных подмостках трагедии разыгрываются по-настоящему / А. С. Марков // СЧ-Столица. — 2000. — 26 янв. — 1 февр. (№ 3), с. 15.
  • Романов, П. В. Марков Борис Семенович / П. В. Романов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001, с. 263.
  • Романов, П. В. Марков Борис Семенович / П. В. Романов, М. Г. Кондратьев // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се, с. 47.
  • Талантливый сын своего народа. Борис Марков // Чувашия театральная. — 2022. — Апр. (№ 3), с. 6.
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads