MediaWiki

From Wikipedia, the free encyclopedia

MediaWiki
Remove ads

MediaWiki — тӳлемесĕр ĕçлекен уçă вики валли çырнă программа (Скрипт).

Краткие факты Тĕс, Ăслайçă ...

2002

Çак чи хăватлă вики-движоксенчен пĕри, ăна ятарласа Википеди валли хайланă, унпа «Викимедиа» фондăн чылай проекчĕсенче, харпăр тата патшалăх организацисенче усă кураççĕ. MediaWiki — этем пĕрлĕхлĕ GNU лицензи никĕсĕпе саралнă ирĕклĕ программа.

Remove ads

Кун-çулĕ

MediaWiki системăна Википеди валли ятараласах нимĕç студенчĕ Магнус Манске (en:User:Magnus Manske) çырса хатĕрленĕ. Малтан Perl çинче çырнă UseModWiki-па (вăл çаплах «Фаза I» — «Phase I» ятпа паллă) усă курнă. Кайран, 2002 çулхи кăрлач, 25 çĕнĕ версине («Фаза II» — «Phase II») PHP çине куçарнă. Википедистсем çак куна «Магнус Манске кунĕ» теççĕ.

Хыççăнхи, анлăлатнă тата хушăмлă верси «Фаза III» («Phase III») пулнă, анчах та ăна кайран MediaWiki çине куçарнă, мĕншĕн тесен çак ПХ Википедире çеç мар, урăх проектсенче те усă курма тытăнаççĕ, вара версисене нумĕрлеме тивет. «MediaWiki» палăртăвĕ — сăмах вылявĕ кăна, вăл «Викимедиа» — Википедие тăвакан организаци пекех илтенет. Çак ята хăш чух «Wikimedia» ятпа пăтраштарăнма пултарать тесе тиркеççĕ.

Remove ads

Ĕç-хĕл

Хальхи самантра проекта ru:Участник:Brion VIBBER ертсе пырать. Ĕçтешсем верси управлении системинче Subversion меслечĕпе усă кураççĕ. Йăнăшсене тӳрлетме тата çĕнĕ функциллĕхе тунă чухне https://bugzilla.wikimedia.org адресра вырнаçнă Bugzilla йăнăшсене йĕрлекен системăпа усă кураççĕ. Çаплах движок пирки ăнлантаракан уйрăм http://www.mediawiki.org вики-проект пур (унта темиçе чĕлхеллĕ документацие тупма пулать). Движока куçарса лартма Translatewiki.net ятарла сайт пулăшать.

Remove ads

Çавăн пекех пăхăр

  • MediaWiki лартмалли
  • Википеди:Википеди копине епле тумалла

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads