Беларус чĕлхи

From Wikipedia, the free encyclopedia

Беларус чĕлхи
Remove ads

Белару́с чĕлхи (белару́ская мо́ва) тухăç славян чĕлхисенчен пĕри пулать, ытларах Беларуçра сарăлнă. Беларуç Республикин (вырăс чĕлхипе пĕрле) патшалăх чĕлхи шутланать. Чĕлхене пĕлекен пур халăх йышĕ — 10 млн яхăн çын.

Краткие факты Беларус чĕлхи, Классификаци ...
Thumb

1920-мĕш çулсенче идиш, поляк тата вырăс чĕлхисемпе тан Беларус Совет Социаллă Республикин официаллă чĕлхи (пĕр вăхăтра «Пролетарии всех стран, соединяйтесь!» лозунга БССР гербĕ çине тăватă чĕлхепе çырнă пулнă) шутланнă.

Remove ads

Пулса тухни

Ăсчахсен шухăшĕпе, чĕлхене авалхи радимичсен, дреговичсен, смулен тата полоц кривичĕсен тата, северянсен, пулмалла, пуплевĕсем кĕнĕ. Фонетикăпа, морфологипе, синтаксиспа тата сăмахсар уйрăмлăхĕсемпе вăл ытти çывăх, тăван тухăç славян (вырăспа украин) чĕлхисенчен уйрăм тăрать. Беларус чĕлхин вырăспа украин чĕлхисемпе пĕр пекрех. Лексикинче полякпа литва чĕлхисенчен илнисем те пур.

Беларус чĕлхи
Remove ads

Çырулăхĕ

А а Б б В в Г г Д д Дж дж Дз дз Е е Ё ё
Ж ж З з І і Й й К к Л л М м Н н О о
П п Р р С с Т т У у Ў ў Ф ф Х х
Ц ц Ч ч Ш ш Ы ы Ь ь Э э Ю ю Я я

Беларус кириллицинче апострофпа (  ) (хытă паллă вырăнне) усă кураççĕ, "дж" тата "дз" сас паллисем пĕр пек сасăллă вуланаççĕ, çаплах "ё" сас паллине "е" çине çырура куçарма юрамасть.

Сарăлни

Беларуçрă 1999 çулхи халăх çыравĕпе (10045,2 пин çĕршывра пурăнакан çыншăн беларус чĕлхине 73,7%. тăван чĕлхе вырăнне йышăнать. Пур граждан йышĕнче: белоруссем 8159,1 пин (тăван чĕлхе —беларус 85,6%), вырăссем 1141,7 пин (тăван чĕлхе — беларус 9,1%), поляксем 395,7 пин (тăван чĕлхе — беларус 67,1%), украинсем 237 пин (тăван чĕлхе — беларус 14,3%), еврейсем 27,8 пин (тăван чĕлхе — беларус 17,1%), урăх халăхсем — 80 пин (тăван чĕлхе — беларус 12,9%). Килте калаçăкан чĕлхе — беларус чĕлхи тесе: беларуссем — 41,3%, вырăссем — 4,3%, поляксем — 57,6%, украинсем — 10,2%, еврейсем — 3,8%, урăх халăхсем — 9,5%; пур халăх — 36,7%.

Çырăвĕ

Беларус чĕлхин çырăвĕнче кириллицăпа (беларус алфавичĕ пăхăр) усă кураççĕ. Малтан хăш чух латиницăпа усă курнă. Беларус тутарĕсем пĕр хушă беларусла беларус арап алфавичĕпе çырнă.

Орфографи

Фонетика

Вырăс чĕлхипе танлаштарсан хальхи беларус чĕлхин фонетика тĕп уйрăмлăхсем:

  • яканье (пусăм умĕнхи Е Я çине куçать): звязда, плячо;
  • «Ы» тата «І» вырăс литература чĕлхинчи «О» тата «Е» тивĕç:

Чĕлхен кун-çулĕ

Тапхăрласси:

  • авалхи вырăс, литература çырăвĕ (XI—XIV ĕмĕрсем.);
  • ватă беларус, литература çырăвĕ (XIV—XVIII ĕмĕрсем):
    • официаллă çыру чĕлхи Аслă Литва кнеçлĕхĕнче (XIV-XVII ĕмĕрсем);
    • майĕпен ватă беларус çыру чĕлхи поляк чĕлхипе улăштарни (XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕ — XVIII ĕмĕр);
  • беларус халăх диалект чĕлхи, ял çыннисен тата фольклорти ытларах пуплев чĕлхи (XIV-XXI ĕмĕрсем);
  • хальхи беларус литература чĕлхи:
    • литературăпа грамматикăн аталанăвĕ (XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕ -XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕ);
    • хальхи литература чĕлхин аталанăвĕ (XX ĕмĕрсем).
Thumb
Пĕрремĕш Литва статучĕ (1529)
Remove ads

Диалекчĕсем

Çавăн пекех пăхăр

  • Беларус орфографипе пунктуаци йĕркисем (2008)
  • Беларус литератури
  • Беларус алфавичĕ

Вуламалли

Remove ads

Каçăсем

Краткие факты
Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads