Медицина
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Медицина — çын организмĕнче пулса иртекен чипер, е патологиллĕ пулăмсене, тĕрлĕ чирсене тĕпчекен, çынсен сывлăхне упраса çирĕплетекен ăслăх, ăслăхлă е практикăллă ĕçсем.
| «Медицина» порталĕ | |
| медицина Викисăмахсарта? | 
Классикăллă медицинăна тата альтернативлă медицинăна уйăраççĕ. Альтернативлă медицина — йăлана кĕнĕ медицина ĕçĕсем çинче никĕçленмен методсем. Ăна çавăн пекех псевдомедицина, квазимедецина, а çынсене улталани тесе калаççĕ. Альтернативлă медецина шутне уринотерапи, хиропрактика, хилерство, йĕппе чикни, фитотерапи, Китай медицини, гамеопати, тата ыттисем кĕреççĕ.
Терапи - ҫак процес вӑл пӗр-пӗр чиртен сывални, чирсенчен е курӑксенчен сывални, патологи тӑрӑмӗнчен тухнисенчен е пурнӑҫ йӗркине пӑсни, пурнӑҫри пӑснӑ ӗҫсене йӗркене кӗртни тата сывални, сывлӑха ҫирӗплетни пулса тӑрать.[1]
Remove ads
Этимологи
Медицина сăмахĕ латин ars medicina (лат. сиплев ӳнерĕ) сăмах çаврăнăшĕнчен тытăнса тăрать, унăн medeor (лат. сиплетĕп) глагол тымарĕ пекех.[2]
Биомедицина
Практика медицини
Медицинăра çаплах практика, е клиника, медицини, е медицина практики пур. Унта медицина ăслăхĕнче тĕпчесе тупнă ăслайсемпе усă курса çын организмĕн чирĕсене, патологи тăрăмĕсене сиплеççĕ.
Конвенци тата альтернатива медицини
Энергетика медицини
Энергетика медицини — альтернативлӑ медицина тата псевдонауксем, паллӑ е паллӑ мар хальхи наукӑпа (ҫав шутра эзотерика) усӑ курса энерги диагностика, сиплев тата тӗрлӗ чирсене профилактика тӑвас тӗллевпе ҫын ҫине витӗм кӳрессине палӑртаканскерсем. Энергетика медицини-анлӑ термин — вӑл тӗрлӗ меслетсене пӗрлештерет, сӑмахран, акупунктура, акупрессура, лазер, ҫутӑ, магнит терапийӗ, органика энергийӗн терапийӗ в. Энергипе пирамид, вибраци медицини, нумай виҫеллӗ медицина, алӑсем, ци-терапи, полярность терапийӗ, Рэка, карма диагностикӗ, космоэнергетика, чун-чӗре тӗллевӗ, кӗлӗ, медитаци, Тантра, Янтарь[3].
Remove ads
Ăслăх классификаци системинчи кодсем
- ХХЧК 10 - Халăхсен хушшинчи чирсен классификаци
 - Ăслăх-техника информацин патшалăх рубрикаторĕ (ГРНТИ) (2001 çул тĕлне): 76 МЕДИЦИНА И ЗДРАВООХРАНЕНИЕ(ĕçлемен каçă)
 
Çав. пекех
- Медицина уйрăмĕсем
 - Медицина историйĕ
 - Медицина йĕркелĕвĕсем
 - VA VistA — ирĕклĕ медицина информаци системи
 - Медицинăри стандартсем: UMLS, SNOMED, HL7
 - Медицина почтă марккисем çинче
 - Медицинăпа медицина технологисен хронологийĕ
 - Сывлăх культури
 
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads