Медицина

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads


Медицинаçын организмĕнче пулса иртекен чипер, е патологиллĕ пулăмсене, тĕрлĕ чирсене тĕпчекен, çынсен сывлăхне упраса çирĕплетекен ăслăх, ăслăхлă е практикăллă ĕçсем.

Классикăллă медицинăна тата альтернативлă медицинăна уйăраççĕ. Альтернативлă медицина — йăлана кĕнĕ медицина ĕçĕсем çинче никĕçленмен методсем. Ăна çавăн пекех псевдомедицина, квазимедецина, а çынсене улталани тесе калаççĕ. Альтернативлă медецина шутне уринотерапи, хиропрактика, хилерство, йĕппе чикни, фитотерапи, Китай медицини, гамеопати, тата ыттисем кĕреççĕ.

Терапи  - ҫак процес вӑл пӗр-пӗр чиртен сывални, чирсенчен е курӑксенчен сывални, патологи тӑрӑмӗнчен тухнисенчен е пурнӑҫ йӗркине пӑсни, пурнӑҫри пӑснӑ ӗҫсене йӗркене кӗртни тата сывални, сывлӑха ҫирӗплетни пулса тӑрать.[1]

Remove ads

Этимологи

Медицина сăмахĕ латин ars medicina (лат. сиплев ӳнерĕ) сăмах çаврăнăшĕнчен тытăнса тăрать, унăн medeor (лат. сиплетĕп) глагол тымарĕ пекех.[2]

Биомедицина

Практика медицини

Медицинăра çаплах практика, е клиника, медицини, е медицина практики пур. Унта медицина ăслăхĕнче тĕпчесе тупнă ăслайсемпе усă курса çын организмĕн чирĕсене, патологи тăрăмĕсене сиплеççĕ.

Конвенци тата альтернатива медицини

Энергетика медицини

Энергетика медицини — альтернативлӑ медицина тата псевдонауксем, паллӑ е паллӑ мар хальхи наукӑпа (ҫав шутра эзотерика) усӑ курса энерги диагностика, сиплев тата тӗрлӗ чирсене профилактика тӑвас тӗллевпе ҫын ҫине витӗм кӳрессине палӑртаканскерсем. Энергетика медицини-анлӑ термин — вӑл тӗрлӗ меслетсене пӗрлештерет, сӑмахран, акупунктура, акупрессура, лазер, ҫутӑ, магнит терапийӗ, органика энергийӗн терапийӗ в. Энергипе пирамид, вибраци медицини, нумай виҫеллӗ медицина, алӑсем, ци-терапи, полярность терапийӗ, Рэка, карма диагностикӗ, космоэнергетика, чун-чӗре тӗллевӗ, кӗлӗ, медитаци, Тантра, Янтарь[3].

Remove ads

Ăслăх классификаци системинчи кодсем

  • ХХЧК 10 - Халăхсен хушшинчи чирсен классификаци
  • Ăслăх-техника информацин патшалăх рубрикаторĕ (ГРНТИ) (2001 çул тĕлне): 76 МЕДИЦИНА И ЗДРАВООХРАНЕНИЕ(ĕçлемен каçă)

Çав. пекех

  • Медицина уйрăмĕсем
  • Медицина историйĕ
  • Медицина йĕркелĕвĕсем
  • VA VistA — ирĕклĕ медицина информаци системи
  • Медицинăри стандартсем: UMLS, SNOMED, HL7
  • Медицина почтă марккисем çинче
  • Медицинăпа медицина технологисен хронологийĕ
  • Сывлăх культури

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads