Мерчен Сергей Павлович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Мерчен Сергей Павлович (паспортри хушамачĕ Селезнев, 1919 çул, Чăваш АО, Вăрнар районĕ, Çăкаллă Явăш (халĕ Çĕньял Явăш) ялĕ çур., — чăваш сăвăçи, прозăçи.

Remove ads
Пурнăçĕ
1919 çулта Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Çăкаллă Явăш (халĕ Çĕньял Явăш) ялĕнче çуралнă.
Чăваш Енре ӳссе çитĕннĕ. Аслă пĕлӳ (Чăваш педагогика институтĕнче вĕреннĕ) илнĕ, нумай хушă ачасене вĕрентнĕ, шкул ертӳçи пулнă, яланах литературăпа кăсăкланнă.
1947 çултанпа Чăваш çĕршывĕнчен аякра, Красноярск крайĕнчи Тайшет хулинче, пурăннине пăхмасăрах тăван литературăран пĕртте аяккинче тăман.
Пултарулăх ĕçĕсем
Унăн ĕçĕсем «Тăван Атăл» тата «Ялав» журналсенче пичетленнĕ.
Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Тĕлĕнмелле ачасем» (1969), «Потемкин паттăрĕсем» (1959), «Пурçăн тутăр» (1995) кĕнекесем, «Чăваш литература вулавĕн хăш-пĕр ыйтăвĕсем», Мускавра «Преподавание национального фольклора в чувашской школе» (Чăваш шкулĕнче халăх сăмахлăхне вĕрентесси) вĕренӳ пулăшу кĕнеки тухнă.
С. Мерчен «Зона», «Тапăçу», тата ытти повеçсене, поэмăсене, «Кипкасси» романа çырнă.
Remove ads
Вуламалли
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads