Морква (юханшыв)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

МоркваЧулхула облаçĕнчи юханшыв, Уста шывĕн сылтăм юппи.

Тавралăхĕ

Юханшыв çăлкуçĕ Нефтелес ятлă пушă ялтан тăватă çухрăм çурçĕр-хĕвеланăçнелле, вăрманта вырнаçнă. Малтан кăнтăралла юхать, Кĕçĕн Орлиха ятлă пушă ял патне çывхараспа кăнтăр-хĕвелтухăçнелле пăрăнать те çапла юхса Заливная Усадьба ял çывăхĕнче Уста шывĕпе пĕрлешет.

Морква юпписен шучĕ вуннă ытла, пысăккисем çук. Палашинăпа Мăн Орлиха ялсенче пĕвеленĕ.

Юханшыв тăрăхĕнче çак ялсем вырнаçнă: Нефтелес (пушă ял), Кĕçĕн Непряхино, Палашино, Мăн Непряхино, Кĕçĕн Орлиха (пушă ял), Ляпнино (пушă ял), Мăн Орлиха, Спиридоново, Кĕçĕн Терсен, Мăн Терсен, Веденино, Холкино, Заливная Усадьба.

Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads