Пĕрлешӳллĕ Нацисен Организацийĕ

тĕнчери патшалăхсем хушшинчи организаци From Wikipedia, the free encyclopedia

Пĕрлешӳллĕ Нацисен Организацийĕ
Remove ads

Пӗрлешнĕ Нацисен Организацийӗ (акăл. United Nations) — пӗтӗм тӗнчери тӑнӑҫа тытса тӑма, ҫирӗплетме, патшалӑхсем хушшинчи ҫыхӑнусене вӑйлатма йӗркеленӗ пӗтӗм тӗнче шайӗнчи организаци. Организаци никӗсӗсемпе тытӑмлӑхне Иккӗмӗш Тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн Антигитлер коалицине кӗрекенсем йӗркеленӗ.

Thumb
Thumb
ПНО ялавӗ

ПНО кун-çулĕ

ПНО Нацисен Лиги организацийĕ хыççăн йĕркеленнĕ.

Устава 50 патшалăхран килнĕ çынсем 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. 1945 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче устав вăя кĕнĕ. 1946-2002 çулсем хушшинче ПНО шутне 140 патшалăх кĕртнĕ.

ПНО Ертÿçисем

ПНО структури

ПНО штаб-хваттерĕ Нью-Йорк хулинче вырнаçнă.

Уйрăмĕсем:

  • Тĕп Ассамблея — ыйтусене сӳтсе явас, хушусем кăларас енчен тĕп вырăн йышăнать. Ассамблея кашни çулхи сессине авăнпа-раштав уйăхĕнче пухăнать. Ытти вăхăтра — кирлĕ пулсан.
  • Хăрушсăрлăх Канашĕ — хăрушсăрлăхпа мира тытса тăрас ĕçе туса пырать. Унăн сĕнĕвĕсемпе пурин те килĕшмелле. Хăрушсăрлăх Канашне кĕрекен яланхи членĕсем (Раççей, АПШ, Аслă Британи, Франци, Китай) пĕр шухăша тупни çинче тытăнса тăрать.
  • Экономикăпа Социаллă Канашсем — экономикăпа сациаллă енчен тĕнче шайĕнчи килĕшӳсене ертсе пырать. 5 регион уйрăмĕсенче тăрать.
  • Пĕтĕм тĕнчери суд — ПНОн тĕп суд органĕ.
  • Секретариат

Официаллă чĕлхесем

Çав. пекех

Каçăсем

Шаблон:Пĕрлешӳллĕ Нацисен Организацийĕ Шаблон:Лăпкăлăх Нобель премийĕ 2001—2025

Remove ads
Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads