Корей Республики
Тухӑҫ Азири патшалӑх From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Корей Республики (кӗскетнӗ — КР, кор. 대한민국, 大韓民國) — Тухӑҫ Азири патшалӑх, унӑн паллӑ ят — Кӑнтӑр Корей. Корей ҫурутравӗн кӑнтӑр пайӗнче вырнаҫнӑ патшалӑх. Пӗр патшалӑхпа кӑна — Ҫурҫӗр Корейпе — тип ҫӗр ҫинчи чикӗленет (патшалӑхсем демилитаризациленӗ чикӗпе пайланнӑ). Тинӗспе вӑл Японипе чикӗленет. Ҫӗршыв анӑҫпа — Сарӑ тинӗс, тухӑҫпа — Япони тинӗсӗ, кӑнтӑрпа — Корей пырӗпе Тухӑҫ-Китай тинӗсӗпе юнашар вырнаҫнӑ.
Патшалӑх лаптӑкӗ — 100 449 ҫм², 2023 ҫулхи пӗлӗмпе халӑх йышӗ — 51 миллион ҫын. Тӗнчери халӑх йышӗпе — 27 вырӑнта, лаптӑкпа — 107 вырӑнта.
Тӗп хула тата чи пысӑк хула — Сеул. Патшалӑх чӗлхи - корейле.
Корей Республики ку пӗрлӗхлӗ (унитарлӑ) патшалӑх, президент республики. Патшалӑх пуҫлӑхӗ президент ятлӑ, ӑна тӳрӗ пӗтӗм суйлавсемпе 5 ҫул ҫине суйлаҫҫӗ. Хальхи Кӑнтӑр Корей президенчӗ — Юн Сок Ёль (2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗнчен). Саккун тӑвакан влаҫӗ — Наци пухӑвӗ, унӑн пуҫлӑх — Наци пухӑвӗн ертӳҫи.
Ҫӗршыв 16 администрациллӗ-территориллӗ виҫесене пайланать, вӗсенчен 9 — провинци, 6 — провинци пек метрополи хула, 1 — ятарлӑ статуспа хула (Сеул).
Кӑнтӑр Корей ку моно этнос патшалӑхӗ, корейсем ку ҫӗршывӑн халӑх йышӗ — 95%. Ҫӗршывӑн халӑх йышӗн нумайрахӑшӗ — тӗнсӗр, ыттисем — буддистсем, христиансем.
Аталаннӑ экономикӑпа индустриаллӑ патшалӑх. 2018 ҫулхи ШПП пысӑкӑшӗ - 2,139 триллион АПШ долларӗ. Укҫа виҫи — Кӑнтӑр Корей вони.
Тӗнче иккӗмӗш вӑрҫи хыҫҫӑн Корей ҫурутравне (кунччен вӑл Япони Империйӗн тӗрӗслесе тӑнинче пулнӑ) ҫурҫӗр (ССРП тӗрӗслесе тӑнипе) тата кӑнтӑр (АПШ тӗрӗслесе тӑнипе) пайсенче пайланӑ. 1948 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче оккупаци американ зонин чиккисенче Корей Республики туса хуни ҫинчен пӗлтерни хыҫҫӑн ку ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче оккупаци совет зонинче Корей Халӑх Демократиллӗ Республики туса хуни ҫинчен пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑнхи Корей вӑрҫи (1950—1953) ҫӗршывӑн пайланнине ҫирӗплетнӗ.
КХДР-пе йывӑр ҫыхӑнусене пула тӗнчери рейтингпе Кӑнтӑр Корейӗн хӗҫ-пӑшал вӑйӗсем ҫиччӗмӗш вырӑнта.
Remove ads
Ят
Корей чӗлхипе Корей Республикин ячӗ — Тэханмингук (кор. 대한민국, 大韓民國). Анчах паллӑрах ят — Хангук (한국, 韓國) е Тэхан (대한, 大韓). Хӑш чухне — Намхан, ку "Кӑнтӑр Хан" пӗлтерет, Пукхан вара — "Ҫурҫӗр Хан" (Ҫурҫӗр Корей) пӗлтерет.
"Хан" сӑмах ку Самхан авалхи ӑру пӗрлешӗвӗсен ячӗ, вӗсем Корей ҫурутравӗнче вырнаҫнӑ. "Корей" сӑмах Корё патшалӑхӗн ятӗнчен тухнӑ, вӑл 918—1392 ҫулсенче ҫурутравра пулнӑ. "Корё" ят авалхи Когурё патшалӑхӗн ятӗнчен тухнӑ, вӑл Корей ҫурутравӗн ҫурҫӗр енче, хальхи Китайӑн ҫурҫӗр-тухӑҫ енче тата Раҫҫейӗн Тинӗсҫум крайӗн енче пулнӑ.
Remove ads
Географи

Корей Республики Тухӑҫ Азири Корей ҫурутравӗн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ. Корейрен анӑҫра — Сарӑ тинӗс (Корейре ӑна "Анӑҫ тинӗс" ятлӑ), тухӑҫра - Япони тинӗсӗ (Корейре ӑна "Тухӑҫ тинӗс" ятлӑ), кӑнтӑрта — Корей пырӗпе Тухӑҫ-Китай тинӗсӗ (Корейре вӗсене пӗр ятпа - "Кӑнтӑр тинӗс" ятлӑ).
Ҫӗршыв ландшафчӗ — тури, айлӑмсен ку унӑн территорин 30%.
Унӑн ҫырӑн хӗрринче 3000 утрав пур, анчах вӗсен нумайрахӑшӗ — ҫынсӑр. Чи пысӑк — Чеджудо.
Remove ads
Истори
1945 ҫулхи ҫу пуҫламӑшӗнче Кӑнтӑр Корейӗн историйӗ американ-совет килӗшӗвӗнчен пуҫланать. Унпа 38 параллельтен кӑнтӑралла Корейӗн пайӗ АПШ юрисдикцийӗн аллинче тата 38 параллельтен ҫурҫӗрелле ССРП аллинче пулӗ.
Ҫӗршывӑн историнче демократипе авторитари тытӑмӗсем пулнӑ. Элтеш ертсе пыни Ли Сын Манӑн Пӗрремӗш Республикӑран пуҫласа хальхи Улттӑмӗш Республика таран.
Пӗрремӗш Республики пуҫламӑшра димократиллӗ пулнӑ, унтан авторитариллӗрех пулса тӑнӑ, унӑн 1960 ҫулта вӗҫчен. Демократиллӗ Иккӗмӗш Республики питӗ вӑрӑм мар пурӑннӑ, ун хыҫҫӑн ҫар ертсе пыни килчӗ. Виҫҫӗмӗш, Тӑваттӑмӗш, Пиллӗкмӗш Республикӑсем ҫар тытӑмӗпе пулнӑ. Улттӑмӗш Республика демократиллӗ пулса тӑнӑ тата вӑл хальхи пурӑнать.
Кӑнтӑр Корейӗн туса хунин вӑхӑтӗнчен ҫӗршывра вӗренӳ, экономика, этеплӗх аталанаҫҫӗ. 1960 ҫулсенче ҫӗршыв Тухӑҫ Азири чи чухан ҫӗршывсенчен пӗри пулнӑ, анчах халӗ вӑл аталаннӑ промышленоҫ патшалӑхӗ. 1990 ҫулсенчен пуҫласа хульхи таран РК-н поп-мусӑк, телекуравӑн сериалӗсемпе кинематограф ытти ҫӗршывсенче популярлӑрах пулса тӑнӑ.
Политикӑпа патшалӑх тытӑмӗ
Президент
Кӑнтӑр Корейри патшалӑх пуҫлӑхӗ — президент. 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗнчен президент — Юн Сок Ёль, вӑл КР-н 13-мӗш президент.
Парламент
Пӗр палатӑллӑ Наци пухӑвӗ (300 вырӑн).
246 депутат мажоритарий системипе, 54 партисен ят-йышӗсемпе суйланать. Депутатӑн срокӗ - 4 ҫул.
Политика партийӗсем
Ҫӗршыври чи пысӑк партисем:
- Демократиллӗ парти
- Халӑх вӑйӗ
- Тӗрӗслӗх партийӗ
- Халӑх партийӗ
Администрациллӗ пайлану

Кӑнтӑр Корей 9 провинци (то), 6 провинци (кванъёкси) евӗрлӗ метрополи хула, 1 ятарлӑ статуспа хула (тхыкпёльси) ҫине пайланать. Вӗсем пӗчӗкрех администрациллӗ-территориллӗ йӗркеленӳсем ҫине пайланаҫҫӗ: хула (си), уес (кун), хула муниципаллӑ тӑрӑх (ку), паҫҫулкӑ (ып), вулӑс (мён), район (тон) тата ял (ри).
Remove ads
Экономика
Корей Республики ку экономикӑллӑ аталаннӑ патшалӑх, пӗр ҫын ҫине пысӑк тупӑш. 2022 ҫулхи ватӑ тӳлени уйӑхра ₩4147924,67 ($3089,68)[2][3]. 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 1 чи пӗчӗк сехетӗн ӗҫ тӳлени ₩9860 ($7,52) тата уйӑхӑн ӗҫ тӳлени ₩2060740 ($1571,88)[4][5][6][7][8].
Халӑх


Кӑнтӑр Корейӗн халӑх йышӗ 52 миллион (2017 ҫул).
Хуласем
Тӗн
Корейри тӗп тӗнсем — традициллӗ буддизм тата христианлӑх. 2003 ҫулхи ҫӗршывӑн халӑх йышӗн 46% — атеист, 29,3% — христиан, 22,8% — буддист.
Чӗлхе
Кӑнтӑр Корейӗн патшалӑх чӗлхи — кӑнтӑр корей чӗлхи, вӑл уйрӑмлатнӑ чӗлхе.
Remove ads
Этеплӗх


Корей этеплӗхӗ — авалхи тата пуян. Авалхи Корей архитектури питӗ паллӑ. Кӑнтӑр Корейре нумай уявсем, питӗ паллӑ корей апат-ҫимӗҫӗ. Кунта киберспорт спорт пек ҫуралнӑ.
Корей кинематографӗнчи питӗ паллӑ малалла актёрсем Ким Ки Дук, Пак Чхан Ук, Им Квон Тхэк, Пак Кван Су, Ли Кван Мо, Кан Дже Гю, Пон Джунхо, Ли Чхандон.
Вӗренӳ
2008 ҫулта Вӗренӳ министрлӗхӗ тата Ӑслӑлӑхпа техника министрлӗхӗ пӗрлештерсе туса хунӑ Вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата техника министрлӗхӗ. Пӗрремӗш наци астрономиллӗ обсерваторийӗ — Кёнхи астрономи обсерваторийӗ.
Ҫавӑн пек пӑхӑр
Асӑрхавсем
Вуламалли
Каҫӑсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads