Пĕрремĕш Микишĕн

From Wikipedia, the free encyclopedia

Пĕрремĕш Микишĕнmap
Remove ads

Пĕрремĕш Никишино- Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи ял пулнă вырăн, тĕл. Чăн малтанах вырăс ялĕ пулнă. Республикăн тĕп территорийĕн тулашĕнче вырнаçнă Улмаллă ялпа тата Иккĕмĕш Никишино тĕлпе пĕрле пĕр анклав.

Краткие факты

Микишĕн: 1917-1920 (тепĕр тĕлте:1926-мĕшчен), Микишĕн Пĕрремĕш Пайĕ: 1920-1957 (тепĕр тĕлте: 1948-мĕшчен), Пĕрремĕш Микишĕн: 1958-мĕш çултанпа[1].

Remove ads

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Хальхи вăхăтра никам та пурăнмасть.

Истори

Чĕмпĕр кĕпернин Пăва уесĕнчи Шамккай вулăсĕн 1897-мĕш çулхи[2] тата 1913-мĕш çулхи[3] ялĕсен йышĕнче Пĕрремĕш Никишино, Иккĕмĕш Никишино е Никишино тенисем çук. Никитино тени çеç тĕл пулать.

1920 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшчен Пăва уесне, каярах Çӗрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи утă уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шамккай вулăсĕнче шутланнă.

1939 çулхи авăн уйăхĕн 16 Шăмăршă районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.

Ялсен шутĕнчен 1976-мĕш çулта кăларса пăрахнă. Вĕсемпе çыхăннă материалсем Шăмăршăри, Шупашкарти, Чĕмпĕрти, Пăвари архивсеме ытти йĕркелĕмсенче упранма пултараççĕ.

Remove ads

Паллă çынсем

Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернисен йышĕнче[4] Никитино[5] ялĕнчен тухнă ултă çынна асăннă:

  • Корчагин Александр Матвеевич (?-?) — вĕреннĕ çулсем: 1879-мĕш çулччен
  • Космовский Георгий Димитриевич (1876-?) — вĕреннĕ çулсем: 1891-1897
  • Космовский Иван Сергеевич (1895-1919) — вĕреннĕ çулсем: 1907-1913
  • Воронцов Михаил Иванович (1896-?) — вĕреннĕ çулсем: 1911-1915
  • Воронцов Степан Васильевич (1884-?) — вĕреннĕ çулсем: 1897-1903
  • Воронцова Мария Ивановна (1898-?) — вĕреннĕ çулсем: ?-1913

Хăшĕ хăш Никишăнăпа (Пĕрремĕшĕпе е Иккĕмĕшĕпе) çыхăнни мар.

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads