Павлово (Чулхула облаçĕ)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Павлово, — Чулхула облаçĕн Павлово районĕн администрацийĕ вырнаçнă хула. Ока юханшывĕн хĕрринче вырнаçнă. Ока юханшывĕ хĕрринче пристань пур.

Remove ads
Халăх йышĕ
1939 çулта хулара 32 пин çын пурăннă. 1959 çулта халăх йышĕ 48 пинe çитнĕ. 2001 çулта халăх шучĕ 69 800 çынпа танлашнă.
Истори
Хулана 1566 çулта никĕсленĕ. XVII ĕмĕрĕнчен пуçласа кунта тимĕр хатĕрсем тăвасси вăйлă аталаннă. Çĕçĕсем, çăрасем хатĕрленĕ. 1918 çултанпа Чулхула кĕперниĕн Павлово уесĕн тĕп администрациĕ кунта вырнаçма пуçланă. 1929 çултанпа Чулхула Енĕн район центрĕ, 1936 çултанпа, Чулхула облаçне туса хунă хыççăн, Чулхула облаçĕнчи район центрĕ.
Промышленность
Кунта автобуссем тăвакан ПАЗ завод, С. М. Киров ячĕллĕ завод, сувенирсен завочĕ вырнаçнă.
Этеплĕх
Хулара автомеханика техникумĕ вырнаçнă, промăçлăх музейĕ пур.
![]() |
Павлово Викиампарта? |
---|
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads