Паймак
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Пайма́к (пушк. Баймаҡ итле) — Раççей хули, Пушкăрт Республикин Паймак районĕн администрациллĕ центрĕ[1].
Район администрацийĕн пуçлăхĕ — Исянбаев Радмир Фитратович.
Халăх йышĕ 17 833[2] çын (2021).
Remove ads
Тавралăхĕ
Хула Кăнтăр Уралăн Ирентĕх хырçинче, Таналык шывĕн çӳлти юхăмĕнче (Уралăн шыв-çĕрĕнче), Ӗпхӳрен кăнтăралла 489 çм вырнаçнă.
Çутçанталăкĕ
Район территоринче Талкас кӳлĕ (Исяново чирку ялĕ). Кӳлĕ çумĕнчеТалкас санаторийĕ, Орлёнок, Берёзка лагĕрĕсем пур. Вăрманĕсем пуян та капăр.
Çутĕç, этеплĕх
Паймакра 4 шкул, интернат тата Топлива-энергетика колледжĕ (филиал). Паймакăн 2-мĕш №-лĕ шкулĕ «Раççей академиллĕ шкулĕ» (директăрĕ — Иванов Виталий Николаевич) ятне тивĕçнĕ.
Хуçалăхĕ
- машинă тăвакан завочĕ
- пукан-сĕтел фабрики
- апат-çимĕç промăçлă йĕркелӳлĕхĕсем
- çулçӳревлĕх
- ял хуçалăх
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads