Петров Юрий Филиппович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Юрий Филиппович Петров — (Красноармейски районĕн Упи ялĕ, 1936 çулхи ака, 19 - Иваново, 2012 çулхи çурла, 24) — ветеринари ăслăхĕсен тухтăрĕ (1981), профессор (1982), Раççейри ялхуçалăх ăслăхĕсен академийĕн академикĕ (2005), паразитологи, паразитоценологи, выльăхсен пĕрлехи чирĕсем тата экологи енĕпе паллă ăсчах.

Нумай çул хушши Д 220.029.01 диссертаци канашне ертсе пынă. Раççейри ялхуçалăх ăслăхĕсен академийĕн академикĕ (2005. Нумай çул хушши ВАК пайташĕ пулнă[1].
Remove ads
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Юрий Филиппович 1936 çулхи акан 19-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упи ялĕнче çуралнă.
Вăрнарти совхоз-техникумĕнче вĕреннĕ, 1960 çулта Ленинградри ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухнă.
Ленинград облаçĕнчи “Красный пахарь” совхозра (1960-1961), Кокчетав облаçĕнчи “Арык-Балыкский” совхозра (1961–1962) тĕп ветеринари тухтăрĕ, Кокчетав облаçĕнчи ветеринари уйрăмĕн ертӳçин çумĕ (1962–1963), Чăваш республикин ветеринари лаборатори уйрăмĕн ертӳçи (1963–1964). Кайăксен чирĕсен ВНИИ аспиранчĕ (1964–1969), кĕçĕн ăслăх ĕçтешĕ (1969–1974).
Ивановори ялхуçалăх академийĕнче 2010 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ. ассистент (1974–1976), доцент (1976–1977).
Ивановори ялхуçалăх академийĕн 2010 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ. паразитологи кафедрин заведующийĕ (1977) пулса ĕçлет, институтри паразитологипе выльăхсен пĕрлешӳллĕ чирĕсем енĕпе ăслăлăх шкулĕн ертӳçи.
Remove ads
Çемье
Петров Вениамин Филипповичăн шăллĕ.
Хĕрĕ - Гудкова Алла Юрьевна, ветеринари ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор.
Чысланисем
- Раççей Федерацин ăслăлăхсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1994),
- К.И.Скрябин ятлă ылтăн медалĕ (1998),
- ХХÇК-па ПРКЦ 7 ылтăн, 6 кĕмĕл, 5 йĕс медалĕсемпе тата 7 диплом.
- Халăхсем хушшинчи информатизаци академийĕн академикĕ (1994),
- Санкт-Петербургри патшалăх ветеринари медицина институчĕн хисеплĕ тухтăрĕ (2001).
- 2-мĕш степеньлĕ Тăван Çĕршывшăн хастар пулнăшăн орденăн медалĕ 2007 [2]
- Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамоти 2006
Ăслăх ĕçĕсем
Паразитсене хирĕç ĕçе кĕртнĕ 12 препарат тунă çĕре хутшăннă.
500 ытла ăслăлăх ĕçĕсем пичетленĕ, çав хушăра 15 монографипе вĕренӳ кĕнеки. 30 автор свидетельствипе патент пур.
Паллă ĕçĕсем
- Паразитоценозы и ассоциативные болезни сельскохозяйственных животных. — Л.: Агропромиздат, 1988.— 176 с.
- Научно обоснованная система профилактики паразитарных болезней животных в хозяйствах Костромской области / Соавт.: А.Ю. Большакова и др.; Адм. Костром. обл. — Кострома, 1996. — 75 с./
- Шмели — опылители сельскохозяйственных растений в теплицах / Соавт. В.И. Ащеулов. — Иваново, 2001. — 233 с.
- Болезни шмелей / Соавт.: А.Ю. Гудкова, В.И. Ащеулов. — Иваново, 2003. — 107 с.
Remove ads
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads