Радищево районĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Радищево районĕ
Remove ads

Ради́щево райо́нĕ Чĕмпĕр облаçĕн районĕ. Облаçĕн кăнтăр енче Район центрĕ — Радищево хеп. Районăн кăнтăр-тухăçĕнче — Сарăту шыв усравĕ.

Краткие факты Патшалăх, Статус ...

Район çĕрĕн лаптăкĕ 1637 км² шутланать.

Район пуçлăхĕ — Белотелов Александр Викторович.

Remove ads

Кун-çулĕ

Радищево районне 1935 çулта йĕркеленĕ, Радищево чиркӳ ялĕ район центрĕ. Район йышне 44 колхоз, тырă-пулă совхозĕ «Сызранский» тата икĕ МТС. Район промăçлăхĕ шутĕнче: 8 арман, 2 сырзавочĕ, 4 сĕт-çу завочĕ, пахча-çимĕç типĕтӳ завочĕ, эрех тăвасси.[2]

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

Районта 17 пин çын пурăнать, вĕсенчен: вырăссем — 79,4 %, тутарсем — 8,7 %, мордвасем — 5,5 %, чăвашсем — 1,4 %.

Радищево районĕнче 30 пурăнан вырăн, вĕсенчен 1 хула (Радищево) тата 4 ял тăрăхĕ (Дмитриево, Калиновское, Октябрьское, Ореховское).

Экономика

Ял хуçалăхĕнче тырă-пулă (çурхи тулă, кĕрхи ырашпа тулă), шултра выльăх-чĕрлĕхе, сысна, сурăх ĕрчетеççĕ.

Районта 10 ял хуçалăх кооперативĕпе 1 агрофирма, 4 промăçлă тата 5&nbspĕç тăвакан тата пулăшакан предприяти.

Нефть тупăçлаççĕ, çирĕп тăм çĕр управĕсем пур.

Культура

23 клуб, 18 вулавăш, 2 ӳнер шкулĕ тата районăн тăван ен музейĕ.

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads