Сĕве (ял)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Сĕве (тут. Зөя, Zöyä, çаран мари Сӱэ, выр. Свияжск) — Тутарстанри Ешĕл Васан районĕнчи ял, Сĕве Атăла юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. 1551 çулта Хаяр Йăван никĕс хунă. XVI ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнчен 1932 çула çити Сĕвен хула статусĕ пулнă, вăл тутарсемпе çармăссене Христос тĕнне явăçтарас тĕпĕсенчен пĕри шутланнă.

Remove ads
Тавралăхĕ
Хальхи вăхăтра Сĕве утрав çинче ларать, Васильевăпа, Хусанпа юханшыв транспорчĕ çыхăнтарать. Лаптăкĕ 64.37 га. Чукун çул чарăнăвĕ Сĕве утравран 6 çм анăçалла, Нижние Вязовые хула евĕр паçулкăра.
Кун-çулĕ
Хăйĕн Хусан харçинчен 1550 çулта чакса пынă чух, Хаяр Йăван Атăлăн сылăм çыранĕнче чарăнать те пулас карман вырăнне çакăнта палăртать. 1551 çулта кармана 4 эрне хушшинче Углич патĕнче хатĕрлесе Атăлпа илсе килсе пуçтарнă. И.И.Полосин вырăсла куçарнă çăлкуçран:
Великий князь приказал срубить город с деревянными стенами, башнями, воротами, как настоящий город; а балки и бревна переметить все сверху донизу. Затем этот город был разобран, сложен на плоты и сплавлен вниз по Волге, вместе с воинскими людьми и крупной артиллерией. Когда он подошел под Казань, он приказал возвести этот город и заполнить все [укрепления] землей; сам он возвратился на Москву, а город этот занял русскими людьми и артиллерией и назвал его Свияжском.
— Генрих фон Штаден. Записки о Московии
Хăвăрт туса лартнă хула вырăс çарĕсен 1552 çулта Хусана хупăрланă чух никĕс тĕпĕ пулать. XVI ĕмĕрĕн варринче Сĕве карманĕ хӳтлев территори калăпăшĕпе Новгородран, Псковран, Мускавран та сĕмлĕрех шутланнă.
1932 çулта Сĕве хула статусне çухатать, ял шайне анать.
1957 çулта Куйбышев шыв усравĕ пулса тăнипе Сĕве утрава лекет.
2008 çулта дамба, материкпа çыхăнтаракан автоçул тăваççĕ.
Remove ads
Паллă вырăнсем
Сĕве — Тутарстанăн çулçӳрев чаплă вырăнĕ.
- Турă амăш вилине асăну арçын мăнастăрĕ
- 1551 çултанпа Сĕвере йывăç Троица-Сергий мăнастăрь чиркĕвĕ ĕçлет.
- Константинпа Елена чиркĕвĕ (XVI—XVIII ĕмĕрсем)
- Иоан-Предтечă мăнастăрĕн Турă амăшĕн Всех Скорбящих Радости соборĕ (1898—1906).
- Иоан-Предтечă мăнастăрĕн (XVI ĕмĕр вĕçĕ — XVII ĕмĕр пуçламăшĕ) территоринчи Сергий чиркĕвĕ.
- Успени мăнастăрĕн Успени соборĕ (1556—1561).
- Успени мăнастăрĕн Микула чиркĕвĕн чанĕ (1556).
Фотосăнсем
- пристаньпе çыран хĕрри
- вид из патриархального двора на пристань
- Иоанн Предтеча мăнастăрĕ патнелле каякан урам
- Турă амăшне асăну мăнастăрь патнелле урам
- вид на здание женской гимназии и храм Елены и Константина
- улочка с обелиском воинской славы
- Иоанн Предтеча мăнастăрĕн храмĕсем
- Иоанн Предтеча мăнастăрĕн Виçпĕрлев чиркĕвĕ
- Иоанн Предтеча мăнастăрĕн Турă амашĕн соборĕ
- Иоанн Предтеча мăнастăрĕн Турă амăшĕн соборĕн интерьерĕ
- храмы Богородице-Успенском монастыря
- Никольская колокольня в Богородице-Успенском монастыре
- Успенский собор в Богородице-Успенском монастыре
- интерьер Успенского собора в Богородице-Успенском монастыре
- Кустантин чиркĕвĕ
Remove ads
Паллă çынсем
- Варгот Евгений Александрович (1948), ӳкерӳçĕ.
Илемлĕ литература
- Барякина Э. В. «Аргентинец» (М: Рипол-классик. — 2011 г. — ISBN 978-5-386-03723-9) — Граждан вăрçи тапхăрĕнче Сĕве пирки.
- Аксенов В.П. "Свияжск" - пĕчĕк повеç, унта автор вăрçă хыççăнхи ачалăхне аса илет
Асăрхавсем
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads