Саплăк (ял)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Саплăк (ял)map
Remove ads

Саплăк (çавăн пекех Элешке Саплăк, хушăран Чăваш Саплăк тени те пулма пултарать, выр. Алешкин Саплык)— Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи чăваш ялĕ. Саплăк ял тăрăхĕн центрĕ. Юнашарах вырнаçнă Тутар Саплăк ялĕнче те, тĕпрен илсен (83%), чăвашсемех пурнаççĕ. Çапла вара кулленхи калаçура "Саплăк" тени чылай чухне икĕ ялне те пĕр харăсах пĕлтерет.

Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Саплăк (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Краткие факты
Remove ads

Тавралăхĕ

Чăнлă хĕрринче, унăн сылтăм çыранĕнче, вырнаçнă. Юнашарах ÇĕрпӳСызрань автоçул иртет.

Ял тытăмĕ, халăх йышĕ

Ялта Калинин М.И. ячĕллĕ АКХ правленийĕ, шкул, фельдшер пункчĕ, клуб, ял вулавăшĕ, почта, ача-пăча сачĕ, комбикорм цехĕ пур. Саплăк Кивĕ Çĕпрелтен 8 çухрăмра, Хусантан 260 çухрăмра вырнаçнă. Яла газпа водопровод кĕртнĕ.

Халăх шучĕ
1859 1911 1920 1926 1938 1949 1958 1970 1979 1989 2002 2010
319 711 766 700 862 878 830 1031 878 597 564 497

Кунçул

Яла Элекçей Саплăкĕ никĕсленĕ теççĕ; 1664-мĕш çулхи документсенче ялти çынсен ячĕсене асăннă, вĕсем хушшинче Алешка Бейбулатов[çăлкуç ăçтан?]. XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта вулăс кантурĕ, чиркӳ, çил арманĕсем, кĕрпе арманĕ пулнă.

1903-мĕш çулта чиркӳ шкулĕ уçăлнă. Унта пĕрремĕш вĕрĕнтекен - Василий Степанович Дементьев, СССР авиаци промăçлăхĕ минитстрĕн Дементьев Пётр Васильевичăн ашшĕ пулнă.

Кăсăклă фактсем

  • Маларах асăннă Дементьев Пётр Васильевич (1907-1977) Саплăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунтах малтанхи хут шкула кайнă; унăн ашшĕ-амăшĕ те Саплăкрах пурăннă; пит паллах мар сăлтавсене пула çеç П.В.Дементьев урăх ялта, çак районти Упире, çуралнă пек курăнать[1][2][3].

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

  • Палинов Валентин Михайлович (1936-2004) — Шупашкарта "Пионер сасси", "Коммунизм ялавĕ" хаçатсенче, "Капкăн" журналта ĕçленĕ журналист, çыравçă.
  • Клементьев Иван Федорович (1947-2009) — журналист, «Хыпар» (маларах — "Коммунизм ялавĕ") хаçатра ĕçленĕ[4].
  • Алексеев П.А. - ЧАССР тава тивĕçлĕ артисчĕ.
  • Филиппов Г.И. - полковник
  • Шадриков Александр Валерьевич (01.01.1977 çур.) — Çĕпрел районĕн пуçлăхĕ (2013-2018)[5], Тутарстанăн экологи министрĕ (2018-)[6].
  • Клементьев Петр Андреевич (27.01.1955 çур.) - Пуканесен театрĕн артисчĕ (Шупашкар хули), Чăваш республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1987), Чăваш республикин халăх артисчĕ (2005)[7].
Remove ads

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads