Çĕпрел районĕ

From Wikipedia, the free encyclopedia

Çĕпрел районĕmap
Remove ads

Çĕпрел районĕ (тут. Чүпрәле районы, выр. Дрожжановский район) — Тутарстанăн районĕ. 1966 çулта йĕркеленĕ. Район администрациĕ Хусантан 200 çухрăмра ларакан Кивĕ Çĕпрел салинче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 1029,5 км2.

Краткие факты Патшалăх, Статус ...

Района 1930 çулта йĕркеленĕ.

Район пуçлăхĕ — ?.

Remove ads

Тавралăхĕ

Çĕпрел районĕ республикăн кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă, Чăваш Республикипе, Чĕмпĕр облаçĕпе чикĕ тытать.

Кун-çулĕ

Археологи ĕçĕсене ирттернĕ хыççăн Çĕпрел районĕнче авалхи пăлхарсем пурăннине палăртнă. Чăнлă юханшывĕ хĕрринче аваллăхри пурăну вырăнĕсене тупнă. XVII ĕмĕр варринче —XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕнче кунта хĕсметри тутарсем килсе вырнаçнă, юнашар ялсенче чăваш, ирçĕ пурăннă. Çак хĕсмет тутарĕсене кунти çĕрсене патшалăх чиккисенче хӳтлĕх тума Раççей ертӳçисем куçарнă. Ун чух çак çĕрсене "тискер уй" тенĕ, чăтлăх вăрман, аслă кӳлĕ, çăткăн шурлăх чылай пулнă, çутçанталăкра тискер кайăк тĕл пулнă, çав шутра мăнтай мамонтсем те.

Remove ads

Халăх йышĕ, район тытăмлăхĕ

Подробнее Халăх йышĕ ...
Наци йышĕ;

Районта хутăш халах пурнать: тутарсем — 16231 çын (58 %), чăвашсем - 11651 çын (41 %), вырăссем - 177 çын (0,6 %), ыттисем — 44 çын[19].

Район шутне 52 пурăнан вырăн, 19 ял тăрăхĕ кĕрет.

Хуçалăхĕ

Промăçлăхĕ

  • Çĕпрелти çу-сыр завочĕ,
  • УАО "Бурундук элеваторĕ" (Бурундуки поселокĕ), унăн шутĕнче: комбикорм завочĕ, арман, элеватор, ялхуçалăх предприятийĕ.

Ял хуçалăхĕ

Çĕпрел районĕнче çурхипе кĕрхи тулă, кĕрхи ыраш, урпа, сĕлĕ, вир, пăрçа, хура тулă, сахăр кăшманĕ, çĕрулми ӳстереçççĕ. Шултра выльăх, сысна тата сурăх çитĕнтереççĕ.

Çутĕç

Районта 24 пĕрлĕ вăтам пĕлӳ паракан тата 8 тулли мар шкул вырнаçнă, вĕсенче 753 вĕрентӳçĕ ĕçлет 4610 çын вĕренет. 90-мĕш №-лĕ професси училищи Çĕпрел районĕн ăсталăх тĕпĕ шутланть. Районта ача-пăча тата çамрăк спорт шкулĕ, ĕçлет — вĕсенче 600 ытла çын тĕрлĕ спорт тĕсĕпе (хоккей, футбол, йĕлтĕр, кĕрешӳ, бокс, волейбол, баскетбол) ăсталăхне ӳстереççĕ.

Культура

Районта 49 Этеплĕх çурчĕ, çав шутра районăн Этеплĕх çурчĕ тата виçĕ автоклуб, 24 ял этеплĕх çурчĕ, 21 ял клубĕ, 32 вулавăш, икĕ музей тата мусăк шкулĕ вырнаçнă.

Ял

Ишлĕ   Кив Йĕлмел   Кивĕ Шемĕршел   Кивĕ Упи   Матак   Пасарлă Упи   Паснапуç   Саплăк   Çĕнĕ Йĕлмел   Çĕнĕ Упи   Тăванъел   Турхан Упи   Хула Çырми   Хурăнвар   Чăваш Çĕпрел   Чăваш Шемĕршел

Паллă çынсем

Совет Союзĕн Паттăрĕсем

2 хутчен Социализм Ĕçĕн Паттăрĕсем

Социализм Ĕçĕн Паттăрĕсем

  • Дергунов Лазарь Васильевич
  • Абдреев Ахметгарей Шакирзянович
  • Усман Алиев
  • Абдулла Сабирзянов
  • Александр Мокшин
  • Сергей Немасев
  • Равиль Низамутдинов
Remove ads

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads