Састаш
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Састаш ( "сас" çумне "-таш" аффикс хушăннипе пулнă) — сăмахсен вĕçĕсем, сăмах майлашăвĕсен тата пуплерĕшсен вĕçĕсем сасă тытăмĕ тĕлĕшпе пĕр пек пулни. Урăхла ăна рифма теççĕ (ав.гр. ῥυθμός «виçе, ритм»). Уйрăмах сăвăсенче тăтăш тĕл пулать. Сăвă йĕркисен е çаврисен вĕçĕ пирки те ятарлă ăнлав пур — ăна клаузула теççĕ. Çапла вара састаша (рифмăна) клаузулăсен пĕр пек янравĕ тесе те палăртма пулать.
Пĕрлехи чĕлхе комиссийĕн 2010-мĕш çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕ "састаш" сăмахпа куллен усă курма ятарласа сĕннĕ[1].
Сăвă йĕркисен пуçламăшĕсем пĕр пек илтĕннине анафора теççĕ.
Remove ads
Çавăн пекех пăхăр
- Сергеев Л.П., Тихонов А.Н. т. ыт. Чăваш чĕлхин тÿнтер словарĕ. – Шупашкар, 1985.
Асăрхавсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads