Çурхи вунçичĕ самант (телефильм)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
«Çурхи вунçичĕ самант» (выр. Семнадцать мгновений весны) — нумай сериллĕ илемлĕ телефильм. Юлиан Семёновăн пĕр ятлă романĕпе ӳнерленĕ.

Remove ads
Сюжет
Фильм Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче Германи капитуляцие йышăниччен, 1945 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче — пушăн 24-мĕшĕнче пулса иртнĕ ĕçсем пирки каласа парать. Фильмăн тĕп сăнарĕ, ХХ тĕп аппаратĕнче ĕçлекен штандартенфюрер, совет разведчикĕ, Макс Отто фон Штирлиц, ăна Мускаври центрĕ Райхăн аслă ертӳçисенчен хăшĕ АПШпа тата Аслă Британипе сепаратлă калаçусем ирттерме хатĕрленнĕ пирки пĕлме хушаççĕ.
Штирлицăн ХХ малтанхи ĕçĕ-пуçĕпе РСХА пуçлăхĕ Кальтенбруннер кăсăкланать, вăл гестапона Штирлица вăрттăн тĕпчеме хушать.
Берлина бомбăланă чухне Штирлицăн радисчĕ Эрвин Кин вилет. Иккĕмĕш радисчĕ — Кэтрин, Эрвинăн арăмĕ — Шарите клиникине лекет, ăна унта гестапо тăрă шыва кăларать. Штирлицăн ĕçĕ-хĕлĕ кăткăсланать: вăл Мускаври центрĕпе çыхăну çухатать.
Швейцарире калаçусем чăнах пынине, вĕсене пуçараканĕ СС ертӳçи Гиммлер пулнине, Штирлиц пĕлет. Вăл хăех Шелленберг пуçлăхĕ хушнипе çав ĕçсене пулăшса пырать. Çак хыпарсене Мускава çитерме Штирлиц уйрăммăн нацистсене хирĕçле икĕ нимĕçе: пастор Шлага тата Плейшнер профессора хушать. Çак тĕллевпе, хăйĕн ĕçри çăмăллăхĕпе усă курса, Штирлиц иккĕшне те Швейцари ăсатать. Шлагăн, унсăр пуçне, чиркӳ тата эмигранци таврашĕнчи çынсем урлă Гиммлерăн анкăл-американ çарпуçлăхĕпе çыхăнни пирки хыпар тупмалла.
Калаçусене чăрмавлас тесе, Штирлиц Райхăн влаçĕн аслă эшелонĕсен тавлашуллăхĕпе усă курать. Вăл тӳррĕнех Мартин Борман рейхсляйтера «фӳрере хирĕçле кавар» пирки пĕлтерет.
Remove ads
Рольсенче
Remove ads
Ӳнерлекен ушкăн
- Сценаристсем: Юлиан Семёнов
- Режиссёр: Татьяна Лиознова
- Операторсем: Пётр Катаев; Анатолий Буравчиков
- Ӳкерçĕ-костюмер: Мариам Быховская
- Лартакан ӳкерçĕ: Борис Дуленков
- Сасă режиссёрĕ: Леонард Бухов
- Кадр хыçĕнчи текст: Ефим Копелян
Çав.пекех
- Исаев (сериал)
- ТАСС уполномочен заявить…
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads