Сергеев Александр Сергеевич
совет композиторĕ, баянисчĕ, мусăк педагогĕ, аккордеонисчĕ From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Сергеев Александр Сергеевич (2.1.1934, Ямаш, Çĕрпӳ районĕ, ЧАССР, ССРП — 6.3.1987, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — чăваш совет композиторĕ, мусăк педагогĕ, аккордеонисчĕ, баянисчĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи.
Remove ads
Биографи
1934 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Çĕрпӳ районĕнчи Ямаш ялĕнче çуралнă.
Çĕрпӳри педагогика училищинче, Шупашкарти мусăк училищинче пĕлӳ илнĕ.
1954-57 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă.
1987 çулхи пушăн 6-мĕшĕнче Шупашкарта ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Пултарулăхĕ
Халăх чунĕнче юлнă композитор кĕвĕленĕ паллă юрăсем: «Шупашкарăн лăпкă каçĕсем», «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ», «Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем», «Лар, аннеçĕм, юнашар»…
Чыслани
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи
Литература
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads