Словио
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Словио — шутласа кăларнă чĕлхе, ăна Славян чĕлхисемпе калаçакансем валли хатĕрленĕ. Никĕслекенĕ — Марк Гучко лингвист.
Кириллицăна усă курма çыруллăхăн икĕ тĕсне шутласа кăларнă: « ЙА тĕсли» тата « Я тĕсли». Словио чĕлхинче кириллицăпа мĕнле çырмаллине уйрăм йĕркелесе хуман, çавăнпа вăл ытларах вырăс граждан шрифчĕн адаптацийĕ шутланать. Хăй Марк Гучко «ЙА йĕркипе» усă курать. q сас паллине словио чĕлхинче мĕн енпе çырассине палăртман, çавăнпа ăна çемçе симвăл «Ь» вырăнне лартма юрать. Тĕслĕх: коньяк — konqak. Çемçе/уйăракан паллă вырăнне апостроф (') та лартма пулать, анчах ку аванах пулмасть. Словио пĕрмаях аталанса хушăнса ӳсет. Ака, 1 2007 çултанхи словио версийĕ — 2.74k.
Remove ads
Грамматика
Грамматика словио логикă енчен ансат. Лексики пĕрлĕхлĕ славян сăмахĕсенчен тытăнса тăрать.
Çыруллăхра кириллицăпа та, латиницăпа та усă курма юрать:
а б в г д е ё ж з и й к л м н о п р с т у ф х ц ч ш щ ъ ь э ю я (вырăс чĕлхинчи пекех вуланаççĕ)
a b c cx d e f g h i j k l m n o p r s sx t u v z zx (cx = ч, sx = ш, zx = ж)
Хăш-пĕр сасăсемшĕн хушăм латиницăллă сас çыххисемпе усă кураççĕ:
- hq (нимĕç чĕлхинчи h halbe е акăлчан чĕлхинчи hotel пек вуланать);
- hx (яланах вырăсла х пек калаççĕ);
- wx (шч е щ);
- x (çырура sx, zx, cx, jx тата wxпĕрле çырнă пулсан, кс е гз пек илтĕнет) — çакăн пек усă курма сĕнмен.
Remove ads
Каçăсем
- Славопедия
- Slovio.com — Словио официаллă сайчĕ. Кунта вĕрентӳ кĕнеки, сăмахсар тата çырулăх тĕслĕхĕсем пур.
- Сăмахсар Excel таблиципе, zip архивĕнче.
- imesto.sk/a/huckom/ 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ. — Марка Гучко страницийĕ.
- Словио транслитерациа 2004 ҫулхи Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ. —Словио чĕлхинчи латиницă çырулăхне кириллицăна куçаракан ( транслитераци ĕçне тăвакан) программа.
- Словио хыпарĕсем (кашни кунах).
Шутласа кăларнă чĕлхесем |
Атлантика чĕлхи | Бейсик инглиш | Волапюк | Идо | Интерлингва | Ифкуиль | Квенья | Кхуздул | Latino sine flexione | Lingua Franca Nova | Линкос | Логлан | Ложбан | Надсат | Новиаль | Окциденталь | Ро | Синдарин | Славянсем хушшинчи чĕлхи | Словио | Сольресоль | Çĕнĕ чĕлхе: "1984" кĕнĕкирен "Newspeak" | Токи Пона | Эсперанто |
Remove ads
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads