Соловьёв Иван Васильевич

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Соловьёв Иван Васильевич ( 1897-мĕш çулхи апрельте, хăш кунĕнче иккенĕ паллă мар, Çĕрпӳ уесĕнчи Вăрманхĕрри ялĕ1955-мĕш çулхи июль, хăш кунĕнче иккенĕ паллă мар, Мускав хули) – чăваш халăхĕн наци ирĕклĕхĕн юхăмĕн хастар пайташĕ, политика тата патшалăх ĕçлевçи, Самар хулинчи чăваш шкулне никĕслекенĕ.

Краткие факты Çуралнă вăхăт:, Çуралнă вырăн ...
Соловьёв хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Remove ads

Пурнăçĕ

Соловьёв И.В. биографийĕнчи паллăрах самантсем çаксем:

  • 1911-мĕш çулта Енĕш Нăрвашри икĕ класслă шкула вĕренсе пĕтерет.
  • 1916-мĕш çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтерет.
  • Пĕрремĕш тĕнче варçинче прапорщик пулса çапăçать.
  • Революци хыççăн Свеаборгра (хальхи Хельсинкире вăл утравсем çинче вырнаçнă çумхула шутланать) чăваш салтакĕсен ротине йĕркелет, хăй çав ротăн командирĕ пулса тăрать.
  • 1919-мĕш çулхи февральте, Кавал ялĕнче вĕрентевçĕре ĕсленĕ чухне, коммунистсен партине кĕрет.
  • 1920-мĕш çулхи январьтенпе Самар хулинчи ВКП(б) кĕпĕрне обкомĕн чăваш секцийĕнче ĕслеме пуçлать.Çав çулах унта вăл тăрăшнипе чăваш хĕрлĕ çарçисен çарпа политика шкулĕ йĕркеленет. Çакна Самарти чăваш шкулĕн умисторийĕ теме пулать.
  • 1922-мĕш çулта Самарта икĕ çыпăклă чăваш шкулĕ йĕркеленет. Хĕрлĕ çарçăсен политшкулĕ вырăнне Чăваш политшкулĕ пулса тăрать. Икĕ шкулне те Иван Соловьёв ертсе пырать.
  • 1920-мĕш çултанпа И.Соловьёв Самар университечĕн физика-математика факультечĕнче вĕреннĕ, анчах вĕренсе пĕтереймен.
  • 1926-1930-мĕш çулсенче Мускаври Хĕвелтухăç халахĕсен институтенче вĕренсе ăна пĕтернĕ.
  • Асăннă института пĕтернĕ хыççăн Центросозăн суту-илÿ кантурĕсĕнче (Мускавра) ĕçлет. 1940-мĕш çултанпа — суту-илÿ министăрлăхĕнче. 1945-1955-мĕш çулсенче[1] Киттайра ĕçленĕ.

Remove ads

Еплерех вилни

Мускав хулинче чĕре чирĕпе вилнĕ (1955, июль, хăш кунта иккенĕ паллă мар).

Публицистикăри пултарулăхĕ

Соловьёв Иван Васильевич сăнарĕ чăваш литературинче тата культуринче

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

  • Демидов В. Вăл чăн-чăн коммунист пулнă. // Тăван Атăл журнал, 1987, 6№ (июнь) — С.57-59.
  • Паймен, Влас. Самар чăвашĕсем. (ку хайлав темиçе хут та тĕрлĕ çĕрте тата тĕрлĕ вăхăтра пичетленсе тухнă).
  • Леонтьев А.П. "Хыпар": Минувшее и настоящее. Факты. События. Личности. Судьбы. Чебоксары, 2011.
  • Прокопьева, Р. "Я всех вас люблю...". Так сказала редактор газеты "Хыпар" Агафья Гаврилова незадолго до расстрела : [О Агафии Гавриловой (Укахви) редакторе газеты "Хыпар"и секретаре правления Чувашского национального общества и Т. H. Hиколаеве (Тимофее Хури), журналисте, известном революционере] / Римма Прокопьева // Хыпар на русском- Дайджест. - 2003. - 22 февр. (№ 2). - С. 7.
  • Станьял В.П. «Закатилось золотое солнце...» — "Республика" хаçатăн сайчĕ. Статьян 16.03.2016 хыççăнхи редакцийĕ.
Remove ads

Асăрхавсем

Каçăсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads