Строфа

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Строфа́ (ав.гр. στροφή çаврăнни) — сăвăра метрикăлла, ритмикăлла, интонацилле-синтаксисла тытăмпа паларса тăракан йĕркесен çыхăнавĕ, рифмăланă поэзире çавăн пекех састашсен схеми те пĕр манерлĕ. Темиçе строфаран тăракан хайлавра малтанхи строфан тытăмĕ ытти строфасенче те çаплах пулать.

Тĕслĕх

Акă хорей çеммиллĕ сăвă (Митта Ваçлейĕн):

Пит маттур-çке Иванов бульварĕ
Пыллăхри пек çамрăк çăкасар.
Çта çитсен те манăçа юлмарĕ
Шурă тум тумланнă Шупашкар.

Ку пĕремĕш çавра. Тепĕр çаври ак çапла:

Чечекре нар питлĕ сар настурци,
Çăлтăр астра, капăр георгин...
Çамрăк чух, тен, хамăр та маттурччĕ,
Çакна темшĕн эп астурăм тин.

Çак икĕ çавран тытăмĕсем пĕр пекех, çавăнпа та вĕсене строфасем теме пулать. (Танлаштарма: "Нарспи" поэмăра, авă, тăват йĕркеллĕ çаврасен рифма схеми кашнийĕнчех тĕрлĕрен те, çавна кура унти çаврасене строфасем теме çук).

Remove ads

Çавăн пекех пăхăр

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads