Суздаль

From Wikipedia, the free encyclopedia

Суздаль
Remove ads

Су́здаль (Сустăль[1])Раççей хули, Улатимĕр облаçĕн Суздаль районĕнче вырнаçнă.

Thumb
Суздаль çине Каменка юханшыв енчен пăхсан; Прокудин-Горский ӳкернĕ, XX ĕмĕр пуçламăшĕ

Каменкăн юханшывăн Нерль юппи çинче, Улатимĕртен26 çм çурçĕрелле вырнаçнă.

Суздаль — управ-хула, Раççейĕн ылтăн кăшăлĕ шутне кĕрет.

Халăх йышĕ — 11,0 пин çын (2009).

Этимологи

Кун-çулĕ

Thumb
Герб (1781)
Thumb
Раштав соборĕ çине Каменка енчен пăхсан
Thumb
Архиерей палатисем
Thumb
Пуриспа Глеб чиркĕвĕ

Пĕрремĕш хулана Новгород кодексĕнче асăннă: «въ лѣто ҂ѕ҃ф҃з҃ азъ мънихъ исаакiи поставленъ попомъ въ сѹжъдали въ цръкъвѣ свѧтаго александра арменина» («В 6507 [999] çулта эпĕ, монах Исаакий, Суздальри Тс. Александр Армянина чиркĕвĕн иеромонахĕ ята илтĕм»).

XII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Юрий Долгорукий чухне Ростов-Суздаль кнеçлĕхĕн тĕпĕ шутланнă.

1157 çулта Андрей Боголюбский Улатимĕре тĕп хула туса хурать те кнеçлĕхе Улатимĕр-Суздаль кнеçлĕхе ятпа асăнма тытăнаççĕ.

XIII ĕмĕрĕн варринчен пуçласа — ирĕклĕ Суздаль кнеçлĕхĕн тĕпĕ.

XIV ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче — Суздаль-Чулхула кнеçлĕхĕн тĕпĕ.

1392 çулта Суздаль Аслă Мускав кнеçлĕхĕ шутĕнче.

1565 çулта Суздаль попал в число городов, составлявших опальную Земщину, опричнинăна пăрахăçласан «патша çĕрĕ» пулса тăрать. Смутное время суздальсем Шуйские сутса хăйсен хулине тушинсемпе Лисовский айне пулаççĕ, унăн влаçĕ 8 уйăх тытăнса тăрать.

1612 çулта поляксем Суздале хупăрлаççĕ, анчах та илеймеççĕ.

1681 çулта Суздальре 515 кил шутланнă, вĕсенчен мускав стрелецĕсем валли 669 тенкĕ 16 алт. тата 4 д., тата 6145 жит пуçтарнă.

1708 çулта хулана Мускав кĕперни çумне провинци хули шайĕпе хушаççĕ; 1778 çулта Улатимĕр наместничество уес хули, 1796 çултанпа — Улатимĕр кĕпернинче.

XVI ĕмĕртенпе Суздальре мăнастăрьсем тăваççĕ. Киввисене пысăклатаççĕ, çĕннисене хăпартаççĕ. XVI ĕмĕрĕ тĕлне 11 мăнастăрь (халĕ 5 мăнастăрь комплексĕ упранса юлнă) шутланнă. Суздаль Руçре тĕн тĕпĕсенчен пĕри пулса тăрать.

XVII ĕмĕрĕн варринчен — экономика ӳсĕмĕн тапхăрĕ.

1796 çултанпа Улатимĕр кĕпернин уес хули. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчен Суздаль провинци хули пулса тăрать (Суздаль чукун çулĕнчен аякра вырнаçнипе хулара промăçлăх аталаман). 1967 çулта Суздалĕн аталану тĕп планне йышăннă, унăн йĕркипе хула-музей шайне кĕртнĕ. Хулари тĕрмесене хупнă. Çулçӳревçĕсен тĕп комплексне туса хунă, музей экспозицисене вырнаçтарнă.

Remove ads

Халăхĕ

Суздальте пурăнакансем, çулсемпе (пин çын)
1897 1926 1959 1979 1992 2001 2002 2003 2004 2005 2006 2007 2008 2009
8 6,6 10,4 11,1 12,6 11,9 11,4 11,4 11,3 11,2 11,2 11,1 11,0 11,0

Климат

Этеплĕх

2002 çултанпа Суздаль çулçӳрев комплексĕнче çулсерен Уçă раççей анимаци кинофестивалĕ иртет. Утăри кашни шăмат кун Суздальре, Йывăç ӳнерлĕх музейĕнче, Хăяр уявĕ ирттереççĕ.

Паллă вырăнсем

Архитектура палăкĕсем

Суздальре чылай архитектура палăкĕ упранса юлнă[2]:

  • Суздаль кремлĕ
  • Мăнастăрь ансамблĕсем:
    • Сăпас-Еххим мăнастăрĕ
    • Покров мăнастăрĕ
    • Александров манастăрĕ
    • Ризоположенский монастырь
    • Васильев мăнастăрĕ
  • Сутă-илӳ лапам ансамблĕ
    • Сутă-илӳ речĕсем (1806—1811, арх. А.Вершинский)
    • Чĕрĕлӳ чиркĕвĕ (1732)
    • Турă амăшĕн Хусан турăш чиркĕвĕ (1739)
    • Константинпа Елен (Цареконстантиновская) чиркĕвĕ (1707)

Скульптура палăкĕсем

  • Д. М. Пожарскин бюсчĕ (1955, скульптор З. И. Азгур)
  • В. И. Ульянов (Ленину) палакĕ (1978, скульптор А. А. Тюренков)
  • Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă янташсен палăкĕ (1986)
  • А. А. Лебедев палăкĕ

Музейсем

Суздальте Улатимĕр-Суздаль историпе пултарулăх тата архитектура управ музейĕн музей объекчĕсем вырнаçнă:

  • Кремль
  • Сăпас-Еххим мăнастăрĕ
  • Йывăç ăстаç ĕçĕн музейĕ
  • Посад çурчĕ
  • Приказ пӳрчĕ Покровского монастыря

Микула чиркĕвĕнче Андрей Давыдов чиркӳ ĕçтешĕн турăш çырмалли ăста лаçĕ ĕçлет, ăвăс кĕлеткисен музейĕ пур.

Remove ads

Паллă çынсем

  • Варганов Алексей Дмитриевич — искусствовед, архитектор, реставратор памятников города.
  • Виноградов Дмитрий Иванович — учёный, основоположник производства российского фарфора.
  • Гастев Алексей Капитонович — революционер-большевик, профсоюзный деятель, один из теоретиков НОТ.
  • Лебедев Алексей Алексеевич — сăвăç, офицер-шывайçă.
  • Лопухина Евдокия ФёдоровнаПетра I, Покров мăнастăрĕн монахини.
  • Маклаков Николай Алексеевич — патшалăх ĕçченĕ, 1894 — 1898 çулсенче Суздальте налук инспекторĕ.
  • Пожарский Дмитрий Михайлович — кнеç, çарпуç, патшалăх ĕçченĕ.
  • Пожарский Роман Петрович — кнеç, çарпуç.
  • Фельдмаршал Паулюс — нимĕç çарпуçĕ, 1943 çулта суздаль тĕрминче ларнă.
  • Сабурова Соломония Юрьевна (София Суздальская) — Василий III арамĕ, Покров мăнастăрĕн монахини, вырăнти чыслă таса çын.
  • Флоринский Сергей Фёдорович — чиркӳ ĕçченĕ, 1918 çулта персе пăрахнă, 2002 çулта Вырăс православи чиркĕвĕ ăна священномученик шутне кĕртнĕ.
Remove ads

Суздальте ӳнерленĕ фильмсем

  • Женитьба Бальзаминова (1964)
  • Метель (1964)
  • Царская невеста (1964)
  • Андрей Рублёв, пайсем: «Набег», «Колокол» (1966)
  • Душечка (1966)
  • Ярослав Домбровский (Польша, 1975)
  • Осенние колокола (1977)
  • Мой ласковый и нежный зверь (1978)
  • Тема (1979)
  • Юность Петра (1980)
  • Россия молодая (1981)
  • Чародеи (1982)
  • Серебряное ревю (1982)
  • Мёртвые души (1984)
  • Пётр Великий (АПШ, 1985)
  • Про бизнесмена Фому (Раççей, 1993)
  • Классик (Раççей, 1998)
  • Царь (Раççей, 2008)
Remove ads

Çавăн пекех пăхăр

  • Кидекша
  • Абакумлево
  • Суздаль медовухи

Асăрхавсем

Каçăсем

Вуламалли

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads