1565
Çулталăк From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Вăтаçĕр тинĕсĕн таврашĕ
- Çу уйăхĕнчен пуçласа авăн пуçламăшне çити — Оттоман империн çарĕпе флочĕ Мальта орденĕн Мальта утравĕсене хупăрланă.
- кăрлач, 3 — Хаяр Йăван Александр Слободине пурăнма тухса кайнă та хăй астулран хăтарма ыйтнă.
- Руçре опричнина кĕртнĕ.
- çурла, 7 — пĕрремĕш пичетлевçĕ Иван Фёдоров тата унăн пулăшавçи Пётр Мстиславçă вырăсла иккĕмĕш кĕнекене — «Часовника» — пичетлеме хатĕрленнĕ.
- 1565—1566 — Кола çурутравĕнчи вырăссен пурăнан вырăнĕсене (Кола, Печенга мăнастăрĕ) антверпен купсисем çитнĕ.
- Испанире çĕрулмине ботаника тĕлĕнтермĕшĕ евĕр лартма тытăннă.
- Чӳк уйăхĕ — Нидерландсенчи дворянсен оппозицийĕ «Килĕшев», е «Компромисс» пĕрлешĕвне туса хунă.
- Конго патшине яга йăхĕсем аркатаççĕ. Ангола Конгоран уйрăлать те пăхăнман патшалăх пулса тăрать.
- 1565—1571 — Филипп утравĕсене испансем туртса илнĕ.
- Виджаянагар çарне Таликот (Ракшас-Тагди) патĕнчи çапăçура Биджапур, Ахмеднагар, Бидар тата Голконда коалицийĕ çĕмĕрнĕ. Тăмăрсен çарĕсем тĕп хулана кĕрсе çаратнă, аркатнă. Виджаянагартан вассаллă кнеслĕхсем уйрăлаççĕ. Виджаянагар — тĕп хула - Пенуконда — пĕчĕк кнеçлĕх пулса тăрать.
Remove ads
Çуралнă
Çавăн пекех: Категори:1565 çулта çуралнисем
Вилнĕ

Çавăн пекех: Категори:1565 çулта вилнисем
- Амсдорф Николаус — Мартин Лютерăн тусĕ тата ĕçтĕшĕ.
- Асикага Ёситэру — Японин Асикага ăратĕнчи 13-мĕш сёгунĕ (сэйи-тайсёгун).
- Конрад Геснер — швейцар ăсчахĕ-энциклопедисчĕ
- Лайнес Диего — иезуитсен орденне йĕркелекенсенчен пĕрри.
- Пий IV — рим паппи, раштав, 25, 1559 — раштав, 9, 1565.
- Чиприано де Роре — итал композиторĕ, фламанд этносĕнчен.
- Тургут-реис — паллă мăсăльман корсарĕ (приватир) тата Осман империн адмиралĕ. Сулейман I султан Джерба утравĕн кĕпернетĕрĕ, Осман тинĕс-çар вăйĕсен флотпуçĕ, Алжирăн тата Вăтаçĕр тинĕсĕн бейлербейĕ, санджакбейĕ тата Триполи паши пулнă.
- Фарель Гийом — паллă франци тата швейцар реформаторĕ.
- Феррари Лодовико — итал математикĕ, вăл тăваттăмĕш степеньлĕ танлăхăн пĕтĕмĕшле тупсăмне тупнă.
![]() |
Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья. Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр |
Remove ads
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads