Тăваткаллатав (математика)

From Wikipedia, the free encyclopedia

Remove ads

Тăваткаллатав (лат. quadratura, тăваткал евĕрлĕ туни, тăваткаллатни) — математика терминĕ, вăл малтанхи вăхăтра хуть те мĕнле çийĕн, кĕлеткен лаптăкне тупассине пĕлтернĕ. Каярахпа пĕлтерĕш майĕпен улшăнса пынă[1]. Тăваткаллатавпа çыхăннă тĕллевчĕксем XVII ĕмĕр вĕçĕнче математикăлла анализ çăлкуçĕсенчен пĕри пулнă.

Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Тăвткаллатав пӑхӑр.


Интегралла шутлав çуралсан лаптăк тупасси интегралпа çыхăннă, çапла вара «квадратура» термин та «интеграл» (паллăллăхлă е паллăмарлăхлă) тенин символĕ пулса тăнă темелле. «Интеграла шутлассине тăваткаллатав теесси йăлана кĕнĕ»[2].

Хальхи вăхăтра терминпа сахал усă кураççĕ, анчах та хăшпĕр çирĕпленнĕ сăмах çаврăнăшесем пур.

  • «тăваткаллатав формули» — паллăлăхлă интеграла çывхартса хакламалли формула;
  • «тăваткаллатав патне илсе пырасси» («тăваткаллатапа палăртасси», «тăваткаллатавсемпе шутласси») — дифференциаллă танлăха шутлассине элементарлă функцисен комбинацийĕнчен илнĕ интеграл пек кăтартасси, урăхла каласан ак çапла , кунта элементарлă функци е вĕсен вĕçсĕр мар комбинацийĕ пулса тăрать.
Remove ads

Вуламалли

  • История математики под редакцией А. П. Юшкевича в трёх томах, М.: Наука.
  • Том 1 С древнейших времен до начала Нового времени. (1970)
  • Том 2 Математика XVII столетия. (1970)
  • Том 3 Математика XVIII столетия. (1972)

Каçăсем

Асăрхавсем

Loading related searches...

Wikiwand - on

Seamless Wikipedia browsing. On steroids.

Remove ads