Тĕмен районĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Remove ads
Тĕме́н райо́нĕ — Тĕмен облаçĕн (РФ) администрациллĕ-территориаллĕ виçе (район) тата муниципалитет (муниципаллă район).
Администраци центрĕ — Тĕмен хула (район шутне кĕмест).
Remove ads
Тавралăхĕ
Район лаптăкĕ — 3,7 пин тв.çм. Район çĕрĕсем тăрăх Тура — 260 километр, Пышма — 150 километр — юхаççĕ. Пурĕпе районта 26 кĕçĕн юханшыв, чи пысăккисем: Балда — 78 километр, Цинга тата Дуван — 29 километр, Ахманка — 25 километр, Кармак тата Карга — 15 километр.
Пурăнан халăх
Районта 107,2 пин çын пурăнать[2]. Наци йышĕ: 78 % — вырăссем, 13 % ытла — тутарсем, 2 % майлă — украинсем, нимĕçсем, чăвашсем тата ытти урăх çыннисем.
Районта 77 пурăнан вырăн. Пысăкраххисем: Боровский (15 пин çын), Винзили (11 пин çын), Богандинский (9,2 пин çын) хула евĕр паççулкăсем.
Истори
Тĕмен районне 1923 çулхи чӳк уйăхĕнче туса хунă.
Асăрхавсем
Вуламалли
Каçăсем
Wikiwand - on
Seamless Wikipedia browsing. On steroids.
Remove ads